Республика кунне ирттересси пирки

Ĕнер Тăвайра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн кăçалхи 7-мĕш ларăвĕ пулнă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органсен районти уйрăмĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Ларăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке юлашки уйăхра тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх малашлăх валли тĕллевсем палăртнă.

Ларури тĕп ыйтусенчен пĕри – районта Республика кунне уявласси, ăна ирттерме пĕтĕмпех хатĕрленсе çитесси. “Праçникчен вăхăт эрнерен те катăлчĕ, çавăнпа çитес кунсенче пурне те туса ĕлкĕрмелле”, – палăртнă Владимир Алексеевич.

Тĕп ĕçсен шутĕнче – спорт комплексĕн, Нăрваш Салинчи фельдшерпа акушер пункчĕн тата райцентрти предприятисемпе организацисен территорийĕсене тирпей-илем кÿресси, типтерлесси. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, райцентрти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисене праçнике лайăх хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе хастартарах пулма тата витĕмлĕ пулăшу пама чĕнсе каланă.

Ку эрнери тĕп ĕçсен шутĕнчех – масарсене тасатса типтерлесси тата ялсенчи контейнерсенчи çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухасси, шыв объекчĕсенче çынсемшĕн хăрушсăр условисем туса хурасси, ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне йĕркелесе ярасси. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çак требованисене пурнăçлама мерăсем йышăнмалла.

Районта çавăн пекех республикăн “Уй кунĕ–2013” выставка-демонстрацие хатĕрленсе ирттерессипе те ĕçлеççĕ. Ку енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ–АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ.

Уйрăм тимлĕх – кăçалхи июнĕн 24-мĕшĕнче хута яма палăртнă строительство объекчĕсем. Ку ыйтăва администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев контроллесе тăрать. Объекчĕсенчи ĕçсем графикпе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

Ларура полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Борис Борисов, пушар надзорĕн уйрăмĕн инспекторĕ Аркадий Фролов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова хăйсен ĕçĕсем пирки информацисем туса панă.

Г.ЕГОРОВА.



18 июня 2013
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter