Тăвай районĕ: район ял хуçалăхĕнчи 5 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Асăннă тапхăрта пур йышши хуçалăхра 978 тонна аш-какай (100,6 процент), 8040 тонна сĕт (103,4 процент) туса илнĕ, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче – 978 тонна (111,5 процент) аш-какай, 2525,9 тонна (94,4 процент) – сĕт. Вăтам сăвăм 1842 килограмран (2012 çулхи 5 уйăхра) 1984 килограма çитнĕ. Сĕт кăтартăвĕсем “Акконд–агро фирма” АХОн (2596 кг), “Чутеевский” (2050), “Дружба” (2023), аш-какайпа “Акконд–агрон” (29,1 тонна), “Красная Чувашия” ЯХПКн (25,9) аванрах.

Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ пур йышши хуçалăхра – 9980, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 3014 пуçпа танлашать. Сăвакан ĕнесем пур йышши хуçалăхра 4542, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1278, сыснасем пур йышши хуçалăхра 4465, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 444 пуç. Мăйракаллă шултра выльăхсене ÿт хушăнтарассипе “Новый путь” ЯХПК (824 грамм" тата “Акконд–агро” (694 грамм) малта пыраççĕ.

Çамрăк выльăхсем кăçал иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен сахалрах пăхса илнĕ: пăрусем – 853 (пĕлтĕр – 937), сысна çурисем – 264 (312).



18 июня 2013
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter