Çичĕ ача пăхса ÿстернĕ

Йăлкăш ялĕнче пурăнакан Матрена Егоровна Афанасьева июнĕн 10-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă, РФ Президенчĕн В.В. Путинăн саламне те вуласа панă.

Матрена Егоровна 1923 çулхин июнĕн 10-мĕшĕнче Прашкушкăнь ялĕнчи нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Хĕрача 6 класран вĕренсе тухнă хыççăн Аслă Отечественнăй вăрçă кĕрлесе тухнă. Ашшĕне фронта илсе кайнă. Матренăн амăшне хуçалăх ĕçĕсенче пулăшма тивнĕ, вăл хăйĕнчен кĕçĕннисене те пăхнă. Мĕн-пур вăрçă ачисем пекех хĕрача окопсемпе траншейăсем чавма çÿренĕ.

Матрена качча тухнă хыççăн мăшăрĕпе Йăлкăш ялĕнче пурăннă, çичĕ ача çуратнă. 1974 çулта мăшăрĕсĕр тăрса юлнĕ, йывăрлăхсене пăхмасăр ывăл-хĕрĕсене тивĕçлипе воспитани панă. Хальхи вăхăтра М.Е. Афанасьева кĕçĕн хĕрĕпе пĕрле икĕ хутлă çуртра пурăнать.



18 июня 2013
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter