“Пĕрле эпир – Раççей”

Июнĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕ пулчĕ. Çак кун историе наци пĕрлĕхĕн тата çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн пурте яваплă пулнин паллипе кĕрсе юлать. Çавăнпа та çак куна пур çĕрте те анлăн уявлаççĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн “Пурте пĕрле эпир – Раççей” фестивалĕн регионсем хушшинчи тапхăрĕ уçăлчĕ. Унта çĕр-шывăн 20 регионĕнчен килнĕ пултарулăх коллективĕсем хутшăнаççĕ. Жюри йышне пирĕн ентеше, Чăваш патшалăх академии симфонии капеллин ăсталăх ертÿçинее, Раççей халăх артистне М.Н.Яклшкина та кĕртнĕ.



18 июня 2013
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter