Çынсен сывлăхĕшĕн яваплă

Медицина ĕçченĕсен тивĕçĕ - çынсен ырлăхĕшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси. Паянхи куна Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансене районти тĕп больницăн поликлиникипе стационарĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 8 офисĕ, 15 фельдшерпа акушер пункчĕ медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ. Сиплев учрежденийĕсенче 43 тухтăрпа 143 вăтам медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Тухтăрсенчен 76,4 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ «Чăваш Республикин тата тава тивĕçлĕ тухтăрĕ», пĕри «Раççей Федерацийĕн сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Пĕр медицина сестри «Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ. Çавăн пекех тепĕр икĕ тухтăра Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрествин Хисеп хучĕпе чысланă.

Тухтăрсемпе вăтам медицина ĕçченĕсем пĕтĕмĕшпех специалист сертификатне илнĕ.



18 июня 2013
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter