Сывлăх ĕçĕ аталансах пырĕ

Тăвай Районти халăх сыхлавĕн системинче 286 ĕçчен тăрăшать, çав шутра 38 врач тата 141 вăтам сыпăкри медработник. Врачсен 15,7 проценчĕн аслă, 42,1 проценчĕн – пĕрремĕш категори. Вăтам сыпăкри медработниксем хушшинче 12 çын аслă, 77 çын пĕрремĕш категорисене тивĕçнĕ. Коллективра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ 4 врачĕ, сывлăх сыхлавĕн 1 отличникĕ, сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ 2 работникĕ ĕçлеççĕ. Кăçалхи I кварталта 4 врач тата вăтам сыпăкри 9 медработник ăсталăха ÿстернĕ.

Тĕп больницăра 72 койка-вырăн шутланать, вĕсенчен 22-шĕ – кăнтăрлахи вăхăтра сипленмелли. Унсăр пуçне пĕтĕмĕшле ĕç врачĕн 7 уйрăмĕнче кăнтăрлахи вăхăтра сипленмелли 2-шер койка-вырăн (пурĕ – 14). Районта фельдшерпа акушер пункчĕсем – 15. Отчетлă тапхăрта иртнĕ çулхинчен 18 ача ытларах çуралнă, çынсем вилесси 3,5) чакнă. Сурансене тата наркăмăшланнине пула 16 çын вилнĕ (2011 çулта – 10). Социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе чирлесси 2011 çулхи шайрах юлнă. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулта çынсем чирленĕ 19095 тĕслĕх регистрациленĕ, вĕсенчен 7830 тĕслĕхĕнче – чире пĕрремĕш хут палăртнă.

Койка-вырăнпа усă курасси лайăхланнă. Иртнĕ çул тĕп больницăра 1187 çын сипленнĕ, вĕсенчен 147-шĕ – кăнтăрлахи уйрăмра. 281 çынна пĕтĕмĕшле ĕç врачĕн уйрăмĕсенче тата киле пырса сипленĕ. Амбулаторире врачсем 76101 çынна йышăннă, врач офисĕсенче – 13198 çынна.

Васкавлă пулăшу уйрăмĕ 1729 çынна тивĕçтернĕ (2011 ç. – 1535 – 1541). Вăрçă инваличĕсемпе вăрçă участникĕсен тата салтак арăмĕсен сывлăхне тĕплĕнрех тĕрĕсленĕ.

Хушма диспансеризаци витĕр 171 çынна кăларнă (планпа 398), планпа палăртнă диспансеризаци витĕр – 362 çынна (788 кăлармалла пулнă). Флюорографи тĕрĕслевĕпе палăртнин 40 процентне кăна тивĕçтернĕ.

Тăрмăшра, Чутейре, Тăвайра Донор кунĕсем йĕркеленĕ, 219 çын тÿлевсĕр юн панă.

Пуçласа инвалидноçа кăларасси 46 çынран 39 çынна çити чакнă (районти кашни 10 пин çын пуçне – 22,2).

2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне эмелсем туянас тĕлĕшпе 269 çын федераллă çăмăллăхпа усă курнă. Регионти бюджетран 640 рецепта тÿлеме 224029 тенкĕ (212 çынна) уйăрнă, кашни рецепчĕ вăтамран – 350 тенкĕ. Йывăр чирсене сиплеме укçа-тенкĕ ытларах тăккалама тивет. Сăмахран, йывăр чирлĕ 4 çынна сиплесси (27 рецепт тăрăх) 1115074 тенкĕне ларнă, кашни рецепчĕпе вăтамран 41299 тенкĕлĕх медикамент кирлĕ.

“Ялти тухтăр” программăпа района иртнĕ çул 2 врач килнĕ (педиатр тата терапевт).

Лачкассинче уйрăм кил хуçалăхра пирвайхи медицина пулăшăвĕ паракан точка уçасшăн.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем кăçалхи I кварталта 43 лекци вуланă, 2997 калаçу ирттернĕ, 11 санбюллетень кăларнă, район хаçатĕнче 11 статья пичетленĕ. “Сывлăх” наци проекчĕ тата бюджет укçи-тенки шучĕпе отчетлă тапхăрта медоборудовани пырса кĕмен. Республика бюджечĕн укçи-тенкипе тĕп больницăпа поликлиникăра тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Н.БУРДАСОВА, район больницин тĕп врачĕ.



18 июня 2013
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter