Республика кунне – тĕп тимлĕх

Тунти кун район  Тăвай район администрацийĕнче яланхи пекех эрнелĕх планерка иртнĕ, тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, задачăсем палăртнă. Республика кунне районта уявлама хатĕрленсе çитессине уйрăмах тĕплĕн сÿтсе явнă. Администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ку тĕлĕшпе хушусем тунă, ку эрне праçник умĕнхи ĕçсен татăклă эрни пулнине кăтартса панă.

Планеркăра выльăх апачĕ хатĕрлес, уяв кунĕнче хута ямалли строительство объекчĕсенчи, нумай хваттерлĕ çуртсене юсанă çĕрти тата район центрĕн сăн-питне пур енлĕн çĕнетсе лайăхлатас ĕçсем пысăк тимлĕхре пулнă. Тăвайра тирпей-илем кÿрессипе, тавралăха симĕслетессипе, парксемпе скверсене çĕнетессипе кулленех ĕçлеççĕ.

Шкулсем çумĕнчи сывлăх лагерĕсем малалла ĕçлеççĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен Тăрмăш, Чутей тата Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсенче юсав пуçлама палăртнă.

Планеркăра çавăн пекех ятарлă службăсен тата хăш-пĕр предприятисемпе учреждени ертÿçисем туса панă информацисене итленĕ.

Г.ЕГОРОВА.



18 июня 2013
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter