Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канашра пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче  Канашра пулнă. Территорисен хушшинчи медицина центрĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Михаил Игнатьев пуç мимин юн çаврăнăшне йĕркелемелли, миокард инфарктĕнчен сипленмелли уйрăма кĕрсе курнă, поликлиникăна тӳрĕрен çӳремелли ишĕлчĕк каçă вырăнĕнче çĕнĕрен туса лартнă каçăва пăхса çаврăннă. Михаил Игнатьев каçмана хăй пăхса пахаланă. Ун тăрăх иртсе шанчăклăхне тĕрĕсленĕ. Сăмаха май Канаш чиркĕвĕн утма çулĕ тĕлĕ-тĕлĕпе юрăхсăра тухнине те асăрханă. Вăл хула администрацийĕнчен çывăх вăхăтра юсама сĕннĕ. Михаил Игнатьев пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕнче хута янă «Девелей» обществăра та пулнă. Ăна Германирен килнĕ Гербертпа Михаэль Дурах господинсем кĕтсе илнĕ, горчица хатĕрлекен технологи линийĕпе паллаштарнă. Пайтаçăсен пирвайхи кăтартăвне хаклама «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн вице-президенчĕ Николай Левицкий те хутшăннă. Михаил Игнатьев тата вăл ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Ĕçлĕ Раççей» хушшинчи пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă. Хула администрацийĕнче канашлу ирттернĕ. Унта хăй тытăмлăх органĕн ертӳлĕхĕпе специалисчĕсем хутшăннă. Михаил Игнатьев вырăнти влаç социаллă пурнăçри тата экономикăри çивĕч ыйтусене еплерех татса панипе кăсăкланнă. Михаил Васильевич хула çĕрĕпе, куçман пурлăхпа усă курса вырăнти хыснана кĕмĕл çителĕксĕр куçарттарнине, пурăнмалли çурт сахал тунине палăртнă.  Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă. Тĕплĕнрех



18 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter