Республика конкурсĕ: пуриншĕн те усăллă

Выльăха мĕнле пăхатăн, продукцине çавăн чухлĕ илетĕн. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăха ырăпа асăнса хăварас килет. Мĕншĕн тесен, Чăваш Сурăм салинче вырнаçнă хуçалăх районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнче пырать. Унăн председателĕ – Иван Николаевич Игнатьев, юнашарти Анат Хурасан ял çынни, пултаруллă та маттур арçын. Ÿсĕмсем тума май пуррине кулленхи ĕç-хĕлпе çирĕплетет. Ахальтен мар пулĕ ЧР ял хуçалăх министерстви выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсен республикăри конкурсне те асăннă ял хуçалăх производство кооперативĕнче ирттерчĕ. Кунта, чăнах та, курмалли-пĕлмелли тата пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси темĕн чухлех пулчĕ. Хăнасем пур çĕре те çитсе курчĕç. Конкурс мероприятийĕсем кĕçнерникунпа эрнекун культура çурчĕ умĕнче иртрĕç. Хальхинче унта ĕнесене искуствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсем тата ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем (дояркăсем) хутшăнчĕç. Малтанах вĕсене Элĕкри, Вутланти тата Юнтапари пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Хыççăн халăх умне конкурс кăтартăвĕсемпе паллаштарма тата мала тухнисене Хисеп грамотисем, хаклă парнесем пама жюри членĕсем тухрĕç. Вĕсен йышĕнче – ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Етĕрнери сĕт завочĕн директорĕн çумĕ Иван Константинов, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов.

Мала тухнисем хушшинче эпир çак доярка-операторсене куртăмăр: 1-мĕш вырăна Вăрнар районĕнчи «Янгорчино» хуçалăхри Алевтина Тарасова тивĕçрĕ. Ăна тĕслĕ телевизор, 30 пин укçа тата тÿлевсĕр страхланмалли сертификатпа грамота пачĕç. 2-мĕш вырăна Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» хуçалăхри Светлана Григорьева йышăнчĕ. Ытти парнесемпе пĕрле 20 пин укçа тата тÿлевсĕр страхланмалли сертификатпа грамота илчĕ. 3-мĕш вырăна Тăвай районĕнчи Катя Георгиева тухрĕ.

Техник-осеменаторсем хушшинче çаксем палăрчĕç: 1-мĕш вырăн – Тăвай районĕнчи «Акконд» агрофирма ĕçченĕ Венера Иванова; 2-мĕш вырăн – Элĕк районĕнчи «Новый путь» кооперативри Валентина Иванова, 3-мĕш вырăн – Комсомольски районĕнчи «Рассвет» хуçалăхри Петр Зверев.

Вĕсем те пур наградăсене тивĕçрĕç тата тÿлевсĕр страхланмалли сертификатлă пулчĕç.

 



19 июня 2013
13:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter