Ĕçчен халăх савăнчĕ, юрă-кĕвĕ шăранчĕ

 

Татмăш вăрманĕнче ял ĕçченĕсен çулталăкри чи паллă уявĕ – Акатуй иртрĕ. Уявра çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç, юрласа та ташласа савăнчĕç, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç, алĕç ăсталăхне кăтартрĕç.

Ĕçпе юрă уявне Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин, «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Валерий Клементьев, «Элĕк ачи» ентешлĕх председателĕ Владимир Иванов, Вăрнар район пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Россельхозбанкăн» республикăри филиалĕн директорĕн çумĕ Ирина Кошкина, РФ Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн суту-илÿ управленийĕн начальникĕ Алексей Агеев, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн çум тивĕçĕсене
пурнăçлакан – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Владимир Храмов тата ытти хăнасем килсе çитрĕç.

Район пуçлăхĕ Владислав Дубинин салам сăмахĕ каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине палăртнă май, Александр Николаевич çĕр ĕçченĕсене лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕ, телей, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов район çыннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ячĕпе саламларĕ. «Элĕксем çурхи тĕш тырă культурисене йĕркеллĕ акса-лартса хăварчĕç, мĕн палăртнине 10 процент таран ирттерсе пурнăçларĕç», – терĕ Николай Петрович. Вăл ĕçре малта пыракансене правительство наградисем пачĕ.

Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп зоотехникне Иван Николаева Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе, çак хуçалăх ертÿçине Иван Игнатьева асăннă ведомствăн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Матрена Савельева ĕç ветеранĕ ачасене лайăх пăхса ÿстернĕшĕн, çемье традицийĕсене çирĕплетсе пынăшăн ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

«Агромир» общество тракторисчĕ Владислав Митрофанов ака-суха ĕçĕсенче яланах пысăк кăтартусем тăвать, ял хуçалăхĕн социаллă аталанăвĕн программине пурнăçлама туллин хутшăнать. Çавăншăн ăна пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли тÿлев илмелли свидетельство пачĕç.

Ехремкассинчи Олег Михайлов фермер ĕçне анчахрах пуçăннă. Ăна хăй йĕркеленĕ хуçалăха малалла çирĕп аталантарса пыма сертификат тыттарчĕç.

Ульянов ячĕллĕ, «Новый путь» хуçалăхсенчи Станислав Яковлевпа Станислав Филиппов тракторист-машинистсем, Узянов фермер хуçалăхĕн бригадирĕ Людмила Узянова, «Агрофирма «Рабия» общество тата С.Волков фермер хуçалăхĕн механизаторĕсем Анатолий Политровпа Александр Никифоров, «Новый путь» хуçалăхри Валерий Васильев водительпе Михаил Егоров тракторист-машинист ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Тенири информаципе культура центрĕн директорне Людмила Васильевăна, Мăн Вылăри культурăпа сывлăх центрĕн ертÿçине Альбина Ивановăна ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен Хисеп хучĕпе наградăларĕç.

Район экономикине аталантарма, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн «Правда» ОАО механизаторĕпе Волков фермер хуçалăхĕн инженер-механизаторне Петр Вишневские «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Тав çырăвне пачĕç.

Ял хуçалăхĕнче малта пыракансене çавăн пекех район администрацийĕн хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

Кун хыççăн концерт пуçланчĕ. Сцена çине ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕç. Курма килнисене «Асамат», «Юрату» эстрада ушкăнĕсем, Типшĕм Сашук юрăç хăйсен ытарайми сассисемпе юрласа хавхалану кÿрсе тăчĕç.

Уçланкăра алĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Мĕн тĕрлĕ хитре япала çук-ши кунта: тĕрĕ-эрешсем, килте усă курмалли япаласем.

Акатуй хăнисем чăвашсен тутлă шÿрпине, тĕтĕмленĕ какайне, килти сăрине астивсе пăхрĕç. Потребительсен обществин предприятийĕсем кунĕпе тенĕ пекех тĕрлĕрен таварсем сутрĕç. Вĕсенчен харпăр усламçăсем те юлмарĕç: апат-çимĕçне те сĕнчĕç, ытти таварсене те сутрĕç.

Спорт лапамĕнчен яш-кĕрĕм те, ваттисем те тухма пĕлмерĕç. Темĕн тĕрлĕ ăмăртусем те иртрĕç кунта: волейболла вылярĕç, бокс кĕрешĕвĕнче тупăшрĕç, пăшалтан, ухăран печĕç, ушкăнпа вĕрен туртса вăй виçрĕç.

Çапла, хаваслă та савăнăçлă иртрĕ районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ – Акатуй. Умра вара – çĕнĕ тĕллевсем.



19 июня 2013
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter