Элĕк районĕ: ал ĕç куравĕ илĕртрĕ
Кăçалхи Акатуйра ал ĕç ăстисен куравĕ те пулчĕ. Ял тăрăхĕсем «Элĕк çĕрĕн ăстисем» конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Курава вĕсем культура учрежденийĕсемпе пĕрле йывăçран касса кăларнă илемлĕ япаласем, тĕрĕ-эрешсем, çăмран, пир-авăртан ăсталанă теттесем, тĕртсе тунă хайласем, хитре ÿкерчĕксем тата ытти темтепĕр илсе килнĕ.
Жюри пурин ĕçне те çирĕп хакласа пахаларĕ. Мăн Вылă ял тăрăхĕ «Гран-при» çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш вырăн – Элĕк, Ехремкасси, Ураскилт, Тени ял тăрăхĕсен. Крымсарайка, Питĕшкасси, Тавăт, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем – иккĕмĕшсем. Виççĕмĕш вырăнта – Йăлкăш тата Юнтапа ял тăрăхĕсем. Шĕмшешсем «Куракансен киленÿ призне» тивĕçрĕç. Конкурс çĕнтерÿçĕсемпе призерĕсене укçан парнесем парса хавхалантарчĕç.