Республика кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх наградисем парса чысланă

Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче çывхарса килекен уяв умĕн  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин пашалăх наградисене парса чысланă. Хаваслă пулăма пуçличчен, чи малтанах Михаил Игнатьев Чăваш Енре хăйсен ĕçне юратса професси шайĕнче пурнăçласа çитĕнӳсем тăвакан пысăк тавра курăмлă ырă çынсем сахал маррине палăртнă.  «Сирĕн пархатарлă ĕçĕрсене пула республика малалла ăнтăлать, пысăк çитĕнӳсем туса хальхи пурнăçпа пĕр шайра утать, Раççейри регинсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать», - тесе уйрăммăн палăртнă республика Пуçлăхĕ. Пысăк наградăна тивĕçнисем хушшинче – тĕрлĕ тытăмра: вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕнче, творчествăра, ял хуçалăхĕнче, суту-илӳре, промышленноçра, юридици тата та нумай ытти çĕрте вăй хуракан çынсем. Сума тивĕçнисем республика Пуçлăхне тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Республикинчи «Кик-Боксинг Ассоциаци» обществăлла организацийĕн президенчĕ Ача-пăча пултарулăх керменĕнче хушма пĕлӳ паракан педагог Алексей Соловьев  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ – лайăх ертӳçĕ çеç мар тата  спортсмен та пулнине палăртнă. Çавăнпа та ун аллинчен награда илни икĕ хут савăнăç пулнине каланă. Тĕплĕнрех



19 июня 2013
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter