Çĕнĕ завод, Акатуй...

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Етĕрне районĕнче пулнă, "Ядринмолоко" АУОн сĕт тирпейлекен çĕнĕ заводне уçма, çавăн пекех ĕçпе юрă тата спорт уявне хутшăннă.

Районта пурăнакансене паллă пулăмсемпе саламлама Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин ертÿçи Константин Косачев, Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политики тата çут çанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Геннадий Горбунов, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Руслан Тихонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов тата ыттисем пынă.

"Ядринмолоко" акционерсен обществин сĕт тирпейлекен çĕнĕ завочĕ пуçламăш тапхăрта талăкра 200 тонна сĕт продукцийĕ туса кăларĕ. Ăна хута янă май районта тата 200 ĕç вырăнĕ пулать.

Иван Моторин ку чухнехи хăйне евĕрлĕ производство комплексне уçни республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Завода тума хутшăннисене - инвесторсене, строительсене, банкирсене, страхлакан компанисене - тав тунă. "Пурте вĕсем тивĕçлипе ĕçлерĕç, паян эпир тĕнчери тĕп компанисен çĕнĕ йышши оборудованине вырнаçтарнă производство куратпăр", - тенĕ Правительство Председателĕ.

Районта пурăнакансене саламланă май Геннадий Горбунов çĕнĕ завод экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларассине палăртнă.

Етĕрне районĕнче 58-мĕш хут Акатуй иртнĕ, ăна кăçал Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалланă. Пионер уçланкине уй-хирти çурхи ĕçсене вĕçленисем йăлана кĕнĕ ырă йĕркепе пурте пухăннă.

Суха пуçпа çĕр уявĕнче хăнасем районта пурăнакансене ялти çăмăл мар ĕçшĕн, çур акине ăнăçлă ирттернĕшĕн тав тунă, лайăх тухăç илме суннă. Районти хуçалăхсенче уй-хирти çурхи ĕçсене вăхăтра ирттернĕ, ытларах çĕр лаптăкĕпе усă курма пуçланă, калчасен пахалăхĕ лайăх.

Çавăн пекех малта пыракансене чысланă, социаллă программăсем тăрăх тÿлевсемпе, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене грантсемпе тивĕçтересси çинчен свидетельствăсем панă.

 В.ВАСИЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 июня 2013
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter