Çĕнĕ цех уçăлнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкарти «Çеçпĕл» предприятире пулнă. Танк-контейнер туса кăларакан производствăна ĕçе кĕртме хутшăннă. Кунта 100 ытла тĕрлĕ цистерна хатĕрлеççĕ.

Премьер-министр хатĕр продукци складне, çурма прицеп пухмалли цеха кĕрсе курнă, танк-контейнер пуçтаракан монтаж корпусĕпе паллашнă. Роботсем çурма прицеппа цистернăна сăрлакан участока хута янă. Малтан кашнине сăрлама икĕ сехет кирлĕ пулнă. Халĕ ку ĕçе çур сехетрех пурнăçлаççĕ.

Иван Моторин общество директорĕпе Владимир Бакшаевпа предприяти пуласлăхĕпе, уйрăммăн илсен регионсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

 В.НИКОЛАЕВ



19 июня 2013
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter