Чи лайăххисем - Шупашкар тата Красноармейски районĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Пурăнмалли микрорайонсене комплекслă тăвассине пурнăçлакан организацисенчен налук илнĕ чухне пулакан тавлашуллă ыйтусене пăхса тухнă. Çак ыйтăва маларах строительство организацийĕсен ертÿçисем çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ ирттернĕ канашлура хускатнă. Уйрăммăн илсен, строительсем каланă тăрăх - хăйсен укçи-тенкипе хăйсем тăвакан, каярах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тÿлевсĕр паракан инженери сечĕсемшĕн вĕсенчен хушма хаклăх налукĕ тата тупăшран налук илеççĕ.

«Строительствăна хутшăнакансене вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн çак тÿлевсене чакармалли мерăсем сĕнмелле», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - финанс министрне Михаил Ноздрякова ЧР Экономика аталанăвĕн тата Строительство министерствисемпе пĕрле строительство организацийĕсем валли татăклă йышăну хатĕрлеме хушнă.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков Чăваш Енĕн муниципалитет районĕсен, хула округĕсен 2012 çулхи инвестици активлăхĕн рейтингне пĕтĕмлетнипе паллаштарнă. Министр каланă тăрăх - 2013 çулхи пĕрремĕш кварталта республикăн тĕп капиталне мĕн пур çăл куç шучĕпе 8,38 млрд тенкĕ хывнă. Муниципалитетсен рейтингне çулталăкне 1 хут - тĕп 16 тата хушма 4 кăтартупа ирттереççĕ.

 

 

Инвестици активлăхĕн рейтингне ирттернине пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин муниципалитет районĕсен, хула округĕсен администрацийĕсене, призлă вырăнсем йышăннисене, укçан премисем парса хавхалантараççĕ. Вĕсене республикăн адреслă инвестици программин укçи-тенки шучĕпе тÿлеççĕ. 2013 çула çак тĕллевпе 2501,2 пин тенкĕ пăхнă.

2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе I ушкăн тăрăх /муниципалитет районĕсен хушшинче/ Красноармейски районĕ /975,468 пин тенкĕ/ пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕш вырăнта - Шупашкар районĕ /525,252 пин тенкĕ/. II ушкăн тăрăх /хула округĕсен хушшинче/ Шупашкар /1000,48 пин тенкĕ/ пĕрремĕш вырăн йышăннă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Пĕрле эпир - Раççей» фестивалĕн регионсен хушшинчи тапхăрĕн /вăл Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче иртнĕ/ пĕтĕмлетĕвĕ çинчен пĕлтернĕ.

Фестивале федерацин Атăлçи тата Урал округĕсенчи 18 регионти - Тутарстанри, Мари Элти, Пушкăртстанри, Мордва, Удмурт республикисенчи, Киров, Свердловск, Челябинск, Тюмень, Оренбург, Ульяновск, Чул хула, Самар, Пенза, Саратов облаçĕсенчи, Пермь крайĕнчи, Ханты-Манси автономи округĕнчи - Юграри - пултарулăх коллективĕсем /пĕтĕмпе 1200 çын/ хутшăннă.

Фестивалĕн жюри членĕсем Чăваш Енри пултарулăх коллективĕсен илемлĕх тĕлĕшĕнчи пысăк шайне палăртнă, уйрăммăн илсен, «Сувар» ансамбле тата академи халăх хорне I степень Дипломсемпе наградăланă. Вĕсем фестивалĕн Кремльте иртекен гала-концертне хутшăнĕç.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республикăра халăх йышлăн хутшăнакан çакнашкал мероприятисем ирттерни потребительсен рынокне аталантарма пулăшать.

ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕмĕрлери 16 хваттерлĕ йывăç çуртра тухнă пушар пирки пĕлтернĕ. Сăлтавĕ - табак ÿсĕрле туртни. Вут-çулăмра хулара пурăннă 25 çулти арçын вилнĕ. Çуртра пурăнакансене эвакуациленĕ. 8 хваттерте пурăннă 12 çын пурлăхне çухатнă.

«Çынсене инкекре хăвармăпăр, ЧР Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ хушусем панă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Лару вăхăтĕнче çавăн пекех Шупашкар хулинче тата республикăра Çимĕкре çынсене транспортпа илсе çÿрессине йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов муниципалитет районĕсенче тата хула округĕсенче Çимĕке паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисем çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнченех пуçланнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра масарсене тата вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпейлеççĕ.

Михаил Игнатьев муниципалитетсен пуçлăхĕсене ку енĕпе çулталăк тăршшĕпех ĕçлемелли çинчен каланă.

 А.ЛЬВОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 июня 2013
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter