Шупашкарта «Раççейри регионсем - тăнăçлăхран аталанасси патне» VI экономика форумĕ уçăлнă

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Раççейри регионсем - тăнăçлăхран аталанасси патне» ятпа ирттернĕ VI экономика форумне уçнă çĕре  хутшăннă.  Раççей регионĕсенче социаллă-экономикăна ăнăçсăрлăхран сирсе яма пулăшас тĕллевпе, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашас тесе тĕрлĕ йышши конференци, семинар, çавра сĕтелсем, куравсем, презентаци, ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Делегацисем форумра хăйсен ĕç опычĕпе тата продукцийĕпе паллаштарма кăна мар, çĕннине пĕлме те пуçтарăннă. Хăнасем экономикăна аталантарассипе, социаллă пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле сӳтсе явнă. Паянхи форума Раççей регионĕсенчен, республикăран предприяти-организацисенчен хăнасем хутшăнма кăмăл тунă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Раççей ВТОна кĕнĕ май Раççейри регионĕсенче кашнийĕн хăйне тĕллĕн ӳссе пыма май пуррине асăнса хăварнă. Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене пурнăçласси ĕç мĕнлерех пынипе паллаштарнă. Чăваш Республикинче инвестици потенциалĕ пысăк пулнине каланă. Нумаях пулмасть, çак кунсенче Етĕрнепе Канаш хулисенче пысăк калăпăшлă производствăсем хута кайнине асăннă. Пĕр хулинче сĕт, тепринче горчица тата соус хатĕрлесе кăлараççĕ. Палăртма кăмăллă, паян Красноармейский районĕнче кирпĕч туса кăларакан çĕнĕ завод хута кайĕ. Унсăр пуçне вĕсем РОКА испани компанийĕ кăларакан сантехника хатĕрĕсем калăплакан производствăна хута ярассипе ĕçлеççĕ. Çаксем пĕтĕмпех республикăра инвестици хывма пысăк потенциал пуррине çирĕплетеççĕ. Бизнеса аталантарма пур услови те пур. Патшалăх хăй енчен предпринимательсен шанчăклă партнерĕ пулма  яланах хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ĕçлĕ канашлура  «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн вице-президенчĕ Александр Осипов ытти  нумай пĕлтерĕшлĕ пысăк хăнасем калаçнă. Форумра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Экологие аталантаракан технологи» технологиллĕ платформа хушшинчи пĕрле килĕшсе ĕçлемели ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă технологи платформисен Правленийĕн Председателĕ Николай Касимов Раççейре технологиллĕ кластерсене аталантарассипе ĕçлекен регионсенчен чи малтан Томск ун хыççăн Тверск облаçĕ, виççĕмĕш шăпах Чăваш Ен пулнине палăртнă.  Паянхи форумра республикăри чи лайăх предпринимательсене те чысланă. Тĕплĕнрех



20 июня 2013
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter