Чăваш Республикинче президент программинпе кадрсене хатĕрлесе кăларакан ушкăн чи вăйлисен шутĕнче

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Правительстви çумĕнчи Эксперт канашне йĕркелесе пыракан, Раççейри президент программин кадрсен управленийĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕпе Георгий Белозеровпа тĕл пулнă. Кадрсен управленийĕ хатĕрлекен президент программи 16 çул ĕçлет. Георгий Белозеров Михаил Игнатьева Чăваш Республикинче палăртнă программăпа килĕшӳллĕн кадрсене хатĕрлесе кăларакан ушкăн чи вăйлисен шутĕнче пулнине асăннă. Сумлă хăна Чăваш Енре бизнес тата инвестици проекчĕсене аталантарса хута яма кирлĕ условисем туса панине те уйрăммăн палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев  Чăваш Енре влаç органĕсемпе бизнес-пĕрлешӳсем пĕрне-пĕри ăнланса, пĕр тĕллев лартса ĕçленине каланă. «Пирĕн пĕрлехи  патшалăх политикин тĕллевĕ - хальхи  рынок экономики вăхăтĕнче республикăра пурăнакансене хăйсене тĕллĕн аталанса пыма çул-йĕрсем тупса парасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.Тĕл пулура  республикăри вĕренӳ учрежденийĕсемпе çыхăннă ыйтусене тата вĕсенчен вĕренсе тухакан специалистсем тата ытти ыйту  çинчен те калаçнă.



20 июня 2013
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter