Петербургра халăхсем хушшинчи экономика форум вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ

Паян Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул-çӳревпе Санкт-Петербург хулинче. Унта вăл халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшăнать. Хальхи вăхăтра республика Пуçлăхĕ нефть кăларакан патшалăх компанийĕн президенчĕпе Игорь Сечинпа тата «Раççей чукун çулĕсем» уçă акционерсен пĕрлешĕвен  аслă Вице-президенчĕпе Валентин Гапановичпа Раççейри пысăк компанисем хушшинчи республика предприятисен малашнехи ĕçĕсем çинчен сӳтсе явнă. Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Раççей сечĕсем» ОАО техника политики енĕпе ĕçлекен Генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕпе Роман Бердниковпа Чăваш Республикин территорийĕнче усă куракансене электричество сечĕсемпе технологи енчен тивĕçлĕ электричествăпа тивĕçтермелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Палăртнă килĕшĕвĕн тĕп пĕлтерĕшĕ Чăваш Республикин территорийĕнче электросетĕн хуçалăх объекчĕсене аталантарма майсем тупса парасси. Килĕшĕве çирĕплетнĕ енсем Шупашкарти пĕр-пĕр техникумра электросет хуçалăхĕ валли специалистсем вĕрентсе кăларма вариантсем пăхма калаçса татăлнă. Паянхи Форум самантĕнче Михаил Игнатьев Санкт-Петербург Губернаторĕпе Георгий Полтавченкопа тĕл пулма палăртнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Санкт-Петербург Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинчи социаллă тата культура, наукăпа техника, суту-илӳ, экономика енĕсемпе килĕшсе ĕçлемелли документа алă пусса, вĕсене 2013-2014-мĕш çулсенче  плана кĕртсе пурнăçлама пăхса хăварĕç.

 



21 июня 2013
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter