Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» регионсен хушшинчи XX курава хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «ЭКСПО-Контур» курав лапамĕнче Республика кунне халалласа «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» регионсен хушшинчи XX курава хутшăннă. Курав комплексне 200 яхăн ушкăн килсе çитнĕ. Сăмаха май, пĕлтĕр çак куравах 144 ушкăн хутшăнма кăмăл тунă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче пухăннисене пысăк пĕлтерĕшлĕ курав уçăлнă ятпа саламланă, пысăк организацисемпе çакăн пекех пĕчĕк е вăтам предпринимательсене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарма ирĕк панине каланă. Чăваш Енĕн курăмлă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвпе, паллаштарăвĕ тесе асăнса хăварнă.  «Пĕлсех тăратăп, çакăнта палăртнă çĕнĕ шухăшсем пурнăçланасса. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕчĕ. Рынокри пĕтĕм субъектсен, кам та кам хальхи пурнăçпа тан утас тет,  ВТОна кĕни, хамăртан çирĕпрех ыйтма, тавар пахалăхне лайăхлатма хистет. Тупăшу çивĕчленет. Урăхла майсем çук. Шансах тăратăп, паянхи курав усламçисем пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашĕç, килĕшӳ тăвĕç. Чăваш Ен Правительстви яланах ку ĕре пулăшма хатĕр», - тесе уйрăммăн палăртнă Михаил Игнатьев.  Республика Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавне модернизацилес программăпа республикăна килнĕ çĕнĕ йышши технологиллĕ хатĕрсене курса çаврăннă. Аслисемпе ачасен сывлăхне тĕрĕслемелли васкавлă станцисене пăхса çаврăннă. Хыççăн Михаил Игнатьев «Акконд» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн çĕнĕ йышши технологисемпе хатĕрлесе кăларнă пылак апат-çимĕç экспоначĕсемпе кăсăкланнă. «Ядринмолоко» пĕрлешĕвĕн çĕнĕ таварсен пахалăхне хакланă. Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерстви экологи енчен пахалăхлă сĕте кĕленче савăтпа (молокомат) халăха тивĕçтернине пăхнă. Куравра тĕп вырăнта Чăваш Республикин Çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерствин экспоначĕсем вырăн йышăннă. «Çĕр-шывăм - санăн çыннусем» куçса çӳркен курав та хăйĕн сумлă вырăнне тупнă. Сывлăх сыхлавĕн министерстви хальхинче пирус туртакансене, усал наркăмăш вырăнне, панулми, сок, сĕт панă.  Информаци политикин министерстви пыракансен кăмăлне УЭК (универсаллă электрон карттисене илме заявленисем çырма пулăшнă. Вĕренӳ министерстви кăçалтан çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен вăя кĕрекен шкул тумĕсемпе паллаштарнă. Хăнасем вĕренӳри çĕнĕ ылмашусемпе, ачасене апатлантармалли пахалăхлă таварсем çине тимлĕх уйăрнă.  Михаил Игнатьев республикăн ытти район-хулинчи организаци-предприяти, строительсен - тĕрлĕ тытăмри коллективсен пуян экспозицийĕсене пăхса çаврăннă. Экспозицисен умĕпе иртнĕ май чарăна-чарăна тăрса çывăх паллашнă. Кашнин представителĕ Михаил Васильевича производство çĕнĕлĕхĕ çинчен кĕскен те пулин каласа кăтартма тăрăшнă, тутлă çимĕçпе сăйланма сĕннĕ. Курав пĕлтерĕшĕ пысăк - партнерсемшĕн тавара тупăшлăрах вырнаçтарма çул уçăлнă. Курав республикăра çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕччен ĕçлет. Культура программипе килĕшӳллĕн çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче каçхине сакăр сехетре Филипп Киркоровăн концерчĕ иртĕ. Тĕплĕнрех



21 июня 2013
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter