Палăксен умне чечексем хучĕç

Яланхилле хĕвел шевлиллĕ килнĕ ир çав кун хура пĕлĕтсемпе хупланнă: хĕреслĕ самолетсем пирĕн çĕр-шыв çине бомбăсем тăкма, йывăр танк¬сем чикĕ урлă каçса ял-хулана çунтарма-ишме тытăннă, нимĕç фашисчĕсем вилĕм сапса Мускав еннелле талпăннă - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

Европăна фашизм хăрушлăхĕ хăратса тăнă çулсенче Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ те ыттисемпе пĕрле пĕр çын пек пулса хăрушă тăшмана хирĕç кар тухнă. Тăватă çула яхăн пынă вăрçăра совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатрĕ, рейхстаг çийĕн Çĕнтерÿ ялавне вĕл¬кĕштерчĕ. Вăл пирĕншĕн калама çук хакла ларчĕ, фронта тухса кайнă ентешсенчен кашни иккĕмĕшĕ киле сыввăн таврăнаймарĕ.

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче - Асăнупа хурлану кунĕнче - Ас тăвăм мероприятийĕсем Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи хулари госпитальсенче йывăр сурансене пула вилнĕ çар çыннисене пытарнă тăванла масар çинчи палăк умне чĕрĕ чечексем хунинчен пуçланчĕç. Пухăннисем - вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн тата хула Пухăвĕн депутачĕсем, влаç тытăмĕнче тăрăшакансем, çамрăксем - тĕнчене фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă паттăрсене сума суса пуç тайрĕç.

«Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне те çак кун чечек кăшăлĕсем выртрĕç. Хурлăхлă митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Администраци ертÿлĕхĕ, республика Правительствин членĕсем, федерацин территори органĕсен пуçлăхĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хăй тытăмлăх органĕсен, общественноç пĕрлĕхĕсен хастарĕсем, вăрçă ветеранĕсем, çар çыннисем хутшăнчĕç. Самант шăп тăрса вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене пуç тайса чысларĕç.

Пирĕншĕн пуриншĕн йывăр çак кун ячĕпе республикăри пур районпа хулара та иртнĕ хурлăхлă митингсенче тĕнчене фашизм чуринчен хăтарса сумлă ята тивĕçнĕ Çĕнтерÿçĕ салтакпа тылра лăш курмасăр тăрăшнисене сăвапларĕç.

 

 Юрий СТЕПАНОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter