Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăвай районĕнче Вырăс Нăрваш ялăнче модульлĕ фельдшерпа акушер çуртне уçнă çĕре хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче - Республика кунĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăвай районĕнче Вырăс Нăрваш ялăнче модульлĕ фельдшерпа акушер çуртне  уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республикăн сывлăхпа социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тата ытти сумлă хăнасем пухăннă. Ял çыннисене Михаил Игнатьев Республика кунĕпе саламланă май, çĕнĕ медицина учрежденийĕсене республикăра пахалăхлă медицина  пулăшăвĕ парас тесе ял тăрăхĕсенче те уçасси пирки лайăх хыпара пĕлтернĕ. Çĕнĕ  медицина çурчĕсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсем пулĕç. Чирлĕ çынсене вырăнтах, аякка илсе тухмасăрах васкавлă пулăшу пама ирĕк парать. Ялта сывлăш таса, сывă çынсен ăрăва тăсма та меллĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. ФАПăн фельдшерĕ Надежда Филиппова ялта пурăнакансен ячĕпе Чăваш Ен Правительствине, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева чĕререн тав тунă. Ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çакна  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн  ялсенче ФАПсем уçасси çинчен калакан Указ та çирĕплетет. Ăна пурнăçа кĕртес тесе 2013-2015-мĕш çулсенче ялсенче 100 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене уçма палăртса хунă. Кăçалхи çулта  - 20 ФАП, вĕсенчен 7-шĕ пĕрремĕш çур çулта хута кайĕç. Пухăннă хăнасем пӳлĕмсене пăхса çаврăннă. Кашни пӳлĕме хăйне евĕр паха хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Районти больницăн тĕп врачĕ  Нина Бурдасова ФАП икĕ ял тăрăхĕнчен - 314 çынна пăхса тăнине палăртнă. Унсăр пуçне ялта вырнаçнă ваттисен çуртĕнче пурăнакансене те. Виçĕ çул хушшинче районта  4 ФАП уçма пăхса хăварнă. Тĕплĕнрех



24 июня 2013
12:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter