Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Рынок условисем ял çыннисене çĕнĕлле шухăшласа çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ»

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăвай районĕнче Республика кунне халалласа «Фирма «Акконд-агро» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче пăрусем тытса тăракан производствăна хута янă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хутшăннă. «Фирма «Акконд-агро» пĕрлешĕвĕн директорĕ Вячеслав Иванов пĕлтернĕ тăрăх,  «АПК аталантарас» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшӳллĕн вĕсем  ĕнесем усрамалли икĕ ферма, сĕт цехĕпе пăрусем пăхмалли пӳлĕмсем хатĕрлесе хута янине палăртнă.  Вĕсене валли 219,6 млн тенкĕллĕх инвестици хывнă. Михаил Игнатьев производствăна хута янăшăн ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене тата вĕсен таварĕсене калăпласа кăларакансене паянхи рынок условийĕсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе ĕçлеме кирлине каланă. Ĕçчен халăха малашнехи пурнăçра ăнăçусем сунса таварсем хăвăртрах  хальхи рынока лексе производствăна аталантарма, çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Хăнасем выльăхсен комплексĕсене пăхса çаврăннă, вĕсенчи технологисемпе, условисемпе, çамрăк пăрусене еплерех ĕрчетнипе паллашнă.   Тĕплĕнрех



24 июня 2013
12:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter