Шупашкарта Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» ХХI фестиваль уçăлнă
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ХХI Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне уçнă çĕре хутшăннă. Хаваслă пулăма уçма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, республикăн культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти официаллă хăнасем килсе çитнĕ. Раççей культура тытăмĕнче «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль анлă вырăн йышăнать. Республика кунне уявлакан тĕп самантсенчен пĕри шутланать. Çулран çул тĕрлĕ енлĕн тата витĕмлĕ пулса пырать. Уяв Чăваш Енре пурăнакансене, хăнасене наци культурин пуянлăхĕпе илемлĕхне курма май парать. Тĕрлĕ шайри пултарулăх ушкăнĕсемпе, пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашма ирĕк парать. Фестивале йăлана кĕнĕ тăрăх, Шупашкарăн тĕп урамĕпе хутшăнакансем илемлĕ юрă-ташăпа утса уçнă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе, çавăн пекех «Раççей çăл куçĕсем» фестивальпе саламланă май çапла палăртнă: «Хăнасене тарават тата пархатарлă Чăваш Ен пултаруллă, ĕçчен, ăста çынсене çирĕм пĕрремĕш хут йышăнать. Çак йыш çуллен ӳссе, хушăнса, республика туссемпе пуянланса пыни пире савăнтарать çеç мар, Чăваш Ен ят-сумне, чысне çĕклет. Куракансем çĕр-шыври, тĕнчери ытти наци культурипе паллашса хăйсем те чунпа пуянланаççĕ», - тенĕ. Раççейри регионсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене пысăк уява Чăваш Республикине сума сунса килнĕшĕн тав тунă. Хутшăнакансене, килнĕ хăнасене пурне те килĕшӳпе юрату, тăнăçлăх, пĕрне-пĕри ăнлану суннă. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ профессионаллă ушкăнсене свидетельство парса чысланă. Вĕсем хушшинче: Чăваш патшалăх академийĕн юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ, Чăваш патшалăхĕн ӳнер музейĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль республикăра çĕртме уйăхĕн 23-24 – мĕш кунĕсенче иртет. Кăçал уява Раççей Федерацийĕн 27 регионĕнчен 29 пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитнĕ тата пĕр ушкăн Беларуçра - пурĕ 700 яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Енрен 200 яхăн ушкăн - 4 пин çын пухăннă. Калăпăр, уява хутшăнакансем хушшинче кашни çулах хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаракансем те пур. Ульяновск облаçĕнчен «Шанăç» халăх ансамблĕ, Карели Республикинчен «Karjala» фольклорпа этнографи ансамблĕ, Киров облаçĕнчен «Слобода» фольклор ушкăн, Брянск хулинчен «Бабкины внуки» вырăс халăх юррисен ансамблĕ тата та нумай сумлă ушкăнсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарнă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта 6 концертсем лартмалли лапамсенче мероприятисем иртеççĕ. Паянах уяв мероприятийĕсем Республикăн тĕп уявне ирттерме çĕнсе илнĕ Тăвай районĕнче пулĕç.