Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Пирĕн малашне те чăваш халăхĕн пуян ăс-хакăлне аталантарса пырса ăруран ăрăва çитермелле»

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалланă «Акатуй» Пĕтĕм чăвашсен уявне хутшăннă. Пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсен кĕтнĕ уявĕ.  Мероприятие Шупашкарти юрăçсен лапамĕнче ирттернĕ.  Раççейри тĕрлĕ регионсенчен, Беларуçлан килсе çитнĕ ханасене çăкăр-тăварпа  кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ регионтан, тĕп хуламăртан инçех мар вырнаçнă районсенчен килекен, çавăн пекех Шупашкарти фольклор ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа тата Чăваш Республикин культура министрĕпе Вадим Ефимовпа, Шупашкар хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Этнояла пăхса çаврăннă. Лапамра Чăваш Республикин хулисемпе районĕсен  халăхсен хуçалăх культурисене вырнаçтарнă. Паян ĕлĕкхи вăхăта лекнĕнех туйăнать. Пурте халăх çи-пуçĕпе, тăван чĕлхепе юрлаççĕ, ташлаççĕ. Малашне те ырă çак йăла манăçа ан тухтăр. Пирĕн хыççăнхи ăрусен те çапла килĕштерсе, пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнмалла пултăрччĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче хальхи Раççейре, тĕнчере наци культурипе истори, халăх искусстви çĕнĕ формăсемпе çитĕнекен ăрăва çывăх пулса аталанса пынине палăртнă. «Пирĕн малашне те ăруран ăрăва чăваш халăхĕн пуян ăс-хакăл культурине аталантарса пырса ламран лама куçарма пĕлмелле.  Пире - тĕп пуянлăх базине салатса аркатма  никама та ирĕк паман», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова республикăра пурăнакансене уяв ячĕпе саламлнă, ырлăх-сывлăх пурнăçра телей суннă. Пĕтĕм чăвашсен уявĕ «Акатуй» концерт программипе тăсăлнă. Тĕплĕнрех

 



24 июня 2013
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter