«Чувашсетьгаз» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн «Канашмежрайгаз» филиалĕн Тăвай районĕнче çĕнĕ газ вырăнĕ хута кайнă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа «Чувашсетьгаз» Канашри межрайгаз филиал  акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ Тăвай районĕнче газпа тивĕçтерекен вырăнта çĕнĕ сервис центрне уçнă пулăма хутнăннă. Уяв мерпориятийĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата ытти официаллă çынсем  пухăннă. «Чувашсетьгаз»  акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО Генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов газпа усă курас текенсене  техусловисенчен пуçласа пĕтĕмĕшле ĕçсене хатĕрлесе пама пулăшнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăвай районĕн çыннисене уяв ячĕпе саламланă, Республика кунне халалласа пĕр харăсах темиçе объект  хута яни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем: выльăх-чĕрлĕх комплексĕн çĕнĕ çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ. «Газовиксен служби вĕсем патне пыракан çынсене тивĕçлĕ условисем туса параççĕ. Палăртнă объектра çынсене 100 процент «пĕр чӳрече» мелĕпе тивĕçтереççĕ. Эпир ял тăрăхĕсенче хушма газ кĕртесси çине республика бджетĕнчен çителĕклĕ таранах пысăк укçа-тенкĕ уйăратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ «Чувашсетьгаз»  акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Канашри межрайгаз филиалĕн – Тăвай районĕнчи газ хуçалăхĕн хуçине Владимир Семенова Чăваш Республикин Строительство министерствин Хисеп хутне парса чысланă. Тĕплĕнрех

 



24 июня 2013
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter