Тăвай районĕнче «Уй кунĕ - 2013» республика куравĕ уçăлнă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăвай районĕнче Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăннă. Савăнăçлă пулăмсенче çавăн пекех, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов. Республика Пуçлăхĕ «Уй кунĕ - 2013» республика куравне çитсе килнĕ. Экспонатсене Вырăс Нăрваш ялĕ çывăхĕнче вырнаçтарнă. Кĕскен калас тăк  куравра пĕтĕмпех ял хуçалăхĕпе çыхăннă техника тата çак кăткăс техникăна ĕçлеттерме пултаракан ăста специалистсем. Кунсăр пуçне ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли, тухăçне ӳстермелли препаратсемпе минерал удобренийĕсем, вăрлăх хатĕрлекен предприятисем хăйсен продукцине пахалама сĕннĕ. Кăçалхи аграри форумне Раççейри 15 регионсенчен ял хуçалăх техникипе оборудовани туса кăларакан  предприяти-завод хăйĕн тĕслĕхĕсене илсе килнĕ. Куравра 100 яхăн çĕнĕ йышши  ял хуçалă техникисене вырнаçтарнă. Республикăри «Уй кунĕ - 2012» курава хутшăнакансемпе пахалама-туянма килнĕ специалистсене, курма пухăннă халăха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре агропромышленноç комплексĕнче, фермер хуçалăхĕсенче ĕçлекенсене, хушма хуçалăха аталантарма тăрăшакансене патшалăх пысăк пулăшу кӳнине палăртнă.  Патшалăх политики ял хуçалăхĕне аталантарассипе, вĕсене валли тивĕçлĕ майсем тупса парасси çине  пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. «Юлашки çулсенче палăртнă тытăма аталантарма курăмлă укçа-тенкĕ уйăрнă. Кам та кам çĕнĕ йышши, малта пыракан технологисемпе усă курса ĕçлет, вĕсем яланах çĕнтереççĕ. Кун пек йышăнусем туни  Раççей ВТОна кĕнĕ май, уйрăмах вырăнлă", - тенĕ Михаил Игнатьев, Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе хушма пулăшу парасси çинчен йышăну тунине пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова уяв ячĕпе саламланă, агросектор çĕр-шывра паллă вырăн йышăннине каланă.  Михаил Игнатьевпа пĕрле пухăннă хăнасем энергие перекетлеме май паракан технологисен çĕнĕ йышши хатĕрĕсемпе паллашнă. Паянхи куравра çĕнĕ йышши трактор, тыр-пул пуçтарса кĕртмелли комбайн,  пĕтĕм ĕçе компьютер технологийĕпе пурнăçлакан хăватлă техника самай тăратнă.

 Тĕплĕнрех



24 июня 2013
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter