Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!  

 Ҫак паллӑ кун Чӑваш Ене – тӗрлӗ наци йышӗнчи тата тӗрлӗ тӗне ӗненекен ҫынсем мӗн авалтан туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан ҫӗр пин тӗрӗ тата ҫӗр пин юрӑ ҫӗр-шывне чунтан юратакан мӗн пур ҫыншӑн уйрӑмах ҫывӑх.

Пирӗн республика, Раҫҫей Федерацийӗнчи лайӑх аталанакан регионсен йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑнта тӑнӑ май, аталанупа прогресс ҫулӗпе шанчӑклӑн тата вӑхӑтпа тан утать.

 Промышленноҫ, ял хуҫалӑхӗ тата строительство индустрийӗ ҫӗнелеҫҫӗ, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса патшалӑх кӳрекен пулӑшу палӑрмаллах ӳснӗ, граждансене социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерессин шайӗ пысӑкланать, медицина тата вӗренӳ енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалахӗпе юрӑхлӑхӗ куҫ умӗнчех лайӑхланаҫҫӗ.

Ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшасси, ҫавӑн пекех ача амӑшӗсене тата ачалӑха хӳтӗлесси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине халӑх хушшинче пропагандӑлас ӗҫ ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланать. Республикӑра пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын физкультурӑпа туслӑ тата хӑйӗн сывлӑхне вӑл пулӑшнипе ҫирӗплетет. Йышӑннӑ мерӑсене пула пӗлтӗр Чӑваш Енре 20 ҫул хушшинче пуҫласа халӑх хӑй халлӗн ӳснине шута илнӗ.

 Чӑваш Ен халӑхӗ тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан юратать, унӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историйӗпе мӑнаҫланать, хӑйӗн наци йӑли-йӗркине тата мӑн аслашшӗсен пуян ӑс-хакӑл еткерне типтерлӗн сыхласа упрать. Республикӑра пурӑнакансен ӗҫченлӗхӗ, пысӑк ӑсӗ тата ҫӳллӗ шайри культури влаҫ органӗсен тухӑҫлӑ ӗҫӗпе пӗрлешсе обществӑри ҫирӗплӗхе малалла та сыхласа упрама, экономикӑна аталантарса чечеклентерме, граждансен социаллӑ хӳтлӗхне ҫирӗплетме пулӑшасси пирки иккӗленместӗп.

Пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, юратупа телей тата ырлӑх сунатӑп!    

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                               М.Игнатьев



24 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter