Михаил Игнатьев Тăвай районĕнче пурăнакансене Республика кунĕ ячĕпе саламланă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа ирттернĕ Тăвай районĕнче уяв мероприятисене хутшăннă.  Хаваслă пулăмсене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ытти официаллă çынсем пухăннă. 2013 - мĕш çулта Республика кунне ирттерме республикăри хуласемпе районсем хушшинче Тăвай районĕ çĕнсе илнĕ.  Йышлă хăнасене кĕтсе район центрĕ тата çавăн пекех «Аль» физкультурăпа спорт комплексĕ тĕп вырăн йышăннă. Торжествăлла пулăм «Тăвай район историйĕ», «Паллă ентешсем», «Чăваш Ен манра чухне,  Раççей яланах ман чĕрере пурăнать» тата та ытти тĕрлĕ ятпа блоксем уçăлнă.  Пухăннисене республика Пуçлăхĕ пысăк уявпа саламланă. Чăваш Енре ырă улшăнусем пулса иртни çинчен пĕлтернĕ. «Эпир хамăр çине илнĕ яваплăха пурнăçлатпăр. Ача сачĕсене уçатпăр, шкулсене тĕпрен çĕнетсе юсатпăр, таврана тирпей-илем кӳртессипе ĕçлетпĕр, çулсем саратпăр.  Паян Тăвай районĕнче нумай çĕнĕ объектсем хута ятăмăр. Агробизнес аталанать, патшалăх пулăшу кӳнине кура хушма хуçалăхсем фермер хуçалăхĕсене куçса пыраççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума лартнă тĕллевсене  пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Паян аякри ялсенче пурăнакансем патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕсемпе вăхăтра усă курма пултарчĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Сăмаха май, Тăвайра ача сатне хута яни  садик черетне тăракансен ыйтăвĕсене татса пама май панине палăртса хăварнă. «Пĕрне-пĕри килĕштерсе пурăнакан çемьесенче ачасем тата та ытларах çуралчĕр», - тесе сĕннĕ тăвайсене. Ял çыннисене, пухăннă хăнасене уяв ячĕпе саламласа вĕсен ырă ĕçĕсемшĕн  патшалăх наградисем, сертификатсем парса чысланă. Вĕсен шутĕнче: ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, ачасене воспитани парас ĕçре, вĕрентӳре нумай çул тăрăшса хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă хастар та маттур çынсем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн наукăпа техника тытăмĕнчи, производствăра ырă енпе палăрнă  яш-кĕрĕме Патшалăх премийĕсем парса хавхалантарнă. Патшалăх енчен пуçласа ĕçлекен фермерсене аталанма  мй паракан свидетельствăна Исаев Анатолий Павловича илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех уявра нумай ачаллă çемьесене çĕр илме ирĕк паракан Сертификата парса чысланă. 2013 – мĕш çулта акассипе çĕнсе илнĕ чемпиона Николаев Петр Николаевича Ленин ячĕпе хисепленсе тăракан кооперативра ĕçлекен механизатора сумлă ята панă. Уяв Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивальне хутшăнакан пултарулăх ушкăнĕсен илемлĕ юрри-ташшисемпе тăсăлнă.  Тĕплĕнрех   



24 июня 2013
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter