Михаил Игнатьев: «Кашни çыннах пӳрнĕ ăс-хакăл тивлетне çухатмалла мар»

 Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивальне хаваслă пулăма хупнă çĕре хутшăннă. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн çыннисене тата унăн хăнисене патшалăхăн чи пысăк уявĕпе – Республика кунĕ ячĕпе саламланă. «XXI ĕмĕрте хальхи тĕнчепе Раççейре глоболиизаци тапхăрĕ пынă вăхăтра  пирĕн хамăрăн кăмăл-сипет туйăмне çухатмалла мар. Вĕсем пĕтĕмпех çынсенче, çемьере чун хăват туйăмне, этемĕн таса чунне, ырлăхне çутатма пулăшаççĕ. Обществăра унран хакли нимĕн те çук тесен те йăнăш мар», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Патшалăхăн политики  - кашни çыннăн, çемьен çулран çул шухăш-кăмăлне ырă енне  улшăштарса пыма май тупса парасси. «Руç ăстисем» XI Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерӳçине Иваново облаçĕнче Палех поселокĕнче пурăнакан  Лидия Колыгинăна республика Пуçлăхĕ  парне парса чысланă. Çĕнтерӳçĕ ăсталанă ваза Раççейри халăхсен пурнăç йывăçне сăнланă. Лидия Колыгина хăйсен пурăнакан вырăннне юмах тĕнчипе танлаштарать. Пирĕн патăрта хăнара пулса курнă май, Шупашкар хули те нимрен те кая мар вĕсен поселокĕнчен – тепĕр юмах тĕнчи, - тесе каланă хăна. Асăнмалăх  çĕнтерӳçĕ Михаил Игнатьева хăй аллипе ăсталанă парнене парса чыс тунă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн çумĕ Алена Аршинова республикăра пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă, Чăваш Ен халăхĕ ĕçчен те пысăк тавра курăмлă пулнине палăртнă.  Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕ  Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивале хутшăнакансен илемлĕ юрри-ташшисемпе пысăк фейерверкпа вĕçленннĕ. Тĕплĕнрех



25 июня 2013
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter