Çут çанталăка юратни пулăшать

Павлушкăнь ялĕнче пурăнакан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Алексеевич Алексеев 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов РФ Президенчĕ Владимир Путин ятран çырса янă салама вуласа панă, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.Иван Алексеев 1923 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. 7 класс вĕренсе пĕтерсен колхозра ĕçлеме тытăннă. 1942 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. 1943 çулта аманать, сипленнĕ хыççăн тăван ялне таврăнать. Иван Алексеевич «Заветы Ильича» колхоз бригадирĕнче ĕçлет, «Таутово» колхозра ревизорта тăрăшать. Мăшăрĕпе, Мария Яковлевнăпа, 5 ача пăхса ÿстереççĕ. Ватă çынна нумай çул пурăнма хăй çут çанталăка юратни пулăшса пырать. Уя тухса йывăç хыççăн йывăç лартать вăл. Халĕ Тавăт ял тăрăхĕн таврашĕнче чăн-чăн вăрман ешерет, ăна «Маçак вăрманĕ» теççĕ.



25 июня 2013
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter