Элĕк районĕ: лаша вырăнне – мотоблок

Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем халĕ хĕрсех утă хатĕрлеççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, утçи вăхăтĕнче çумăрĕ те кансĕрлесе тăрать. Апла пулин те ял çыннисем ăна-кăна пăхмасăрах анкартинче те, уйра та ĕçлеççĕ. Чылайăшĕ мотоблок туяннă. Лаша кирлĕ мар паян, мотоблоксемпе утă çулаççĕ, турттараççĕ. Çапла вара выльăх апачĕ хĕл каçма çителĕклĕ пулĕ. Çулталăк пуçланнă тĕле Ехремкасси ял тăрăхĕнчи харпăр хăй хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем 950 пуç таран пулнă, вĕсенчен 498-шĕ – сăвакан  ĕнесем. Кашни выльăх валли хĕл каçма 4-5 тонна утă хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра курăка пĕрремĕш хут çулаççĕ, ял çыннисем выльăх апатне тата тепĕр хут хатĕрлеме те шухăш-тĕллевлĕ.

А.ГОРШКОВ.



25 июня 2013
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter