Элĕк районĕ: сĕт ытларах сунă

Кăçалхи 5 уйăхра районĕпе 825 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай туса илнĕ. Мĕнпур йышши хуçалăхсенче 9,3 пин тонна сĕт сунă (пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 101 процент). Ĕне выльăхсем талăксерен 631 грамм, сыснасем 492 грамм ÿт хушса пынă. Тĕллевсем çакăн пек: выльăх-чĕрлĕх йышне чакармалла мар, продукци илессине ÿстерсех пымалла. Паянхи кун 3558 çын «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе ĕçлет. Ку вăл харпăр хăй хуçалăхне тытса тăракансен 39,9 проценчĕ. Вĕсем ĕç-хĕле малалла аталантарса пыма 511,6 миллион чухлĕ кредит илнĕ.

 



25 июня 2013
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter