И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ лайăх вĕренсе тухнă 100 яш-кĕрĕме Михаил Игнатьев саламланă

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан  Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе Всеволод Агаковпа пĕрле йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхи çул аслă шкулатан вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пынрса вĕренсе тухă яш-кĕрĕме пĕлÿ илнине çирĕплетекен документа парса чысланă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова,  республикăн вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Вĕренсе тухакансене хисеплесе чыс тăвассине юлашки виçĕ çул хушшинче университетăн тĕп корпусĕнче йĕркелесе ирттереççĕ. Паянхи хаваслă пулăмра, «Чи лайăх выпускник - 2013» ята тивĕçнĕ  çамрăксем общество пурнăçĕнче наукăра, спортра, культурăра  активлă хутшăнса тарăн йĕр хăварнă. Михаил Игнатьев вĕренсе тухакансене, пулас специалистсене ăнăçлă вĕренсе тухнăшăн, вĕсем паянхи пурнăçра яланах хăйсен вырăнне тĕрлĕ тытăмра тупасса шаннине палăртса каланă. «Эпир пысăк тавра курăмлă яш-кĕрĕме пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ хушма йышăнусем тăватпăр. Патшалăх премипе, стипендипе тивĕçтерни те çакнах çирĕплетсе парать. Çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусем çине те тимлĕх уйăратпăр», - тенĕ.  Хальхи самана улшăнăвĕсем вăхăтĕнче кашни çыннăн хăйне тивĕçлипе хаклама пĕлмелле, тĕнчере пулса иртекен пулăмсенчен пĕр утас та пулин  малта пыма тăрăшмалла. Аслă шкулăн ректорĕ Всеволод Агаков хăйĕн сăмахĕнче бизнеспа влаç тата универститет пĕрле килĕшсе ĕçленине палăртнă. Журналист факультечĕн выпускникĕ Алиса Тихонова хăйсене сума суннишĕн пурин ячĕпе те республика Пуçлăхне активлă тата талантлă çамрăксене пулăшу кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕпе хăйсен ректорне аслă шкул символикиллĕ алла çыхмалли сехет парса чыс тунă. Кашни çул И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ 1600 яхăн çын вĕренсе тухать, вĕсенчен 400-шĕ пиллĕк паллăсемпе. 2013 çулта 84 студент Чăваш Республикин стипендине илме тивĕçлĕ пулнă. Тĕплĕнрех

 



25 июня 2013
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter