«Раççей çăл куçĕсем» - уяв илемĕ

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивальне уçнă çĕре хутшăннă. Савăнăçлă уява çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата официаллă ытти çын хутшăннă.

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ Раççейĕн культура уçлăхĕнче уйрăм вырăн йышăнать, çулленех тĕрлĕ енлĕрех, тарăн шухăшлăрах пулса пырать. Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасене вăл наци культурисен илемĕпе пуянлăхне курма май парать, пултарулăх коллективĕсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене аталантарма, илемлĕх тĕлĕшĕнчи пуянлăхпа пĕр-пĕрне паллаштарма, пирĕн çĕр-шывăн культурине, ăс-хакăлне упраса хăварма пулăшать. Фестиваль уçăличчен унта хутшăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе Шупашкар хулин тĕп проспекчĕ тăрăх утса тухнă.

Хăйĕн салам сăмахĕнче Михаил Игнатьев Раççей регионĕсенчи пултарулăх коллективĕсене Республика ку¬нĕнче Чăваш Ене кашни çулах хăйсен ăсталăхне кăтартма килнĕшĕн тав тунă. Фестивале хутшăнакансене, хăнасене вăл ăнăçу, юрату, илемлĕ, килĕшÿллĕ пулма суннă.

Михаил Игнатьев професси коллективĕсен пултарулăх проекчĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ¬сене /кашниех 2856 пин тенкĕпе танлашать/ илме свидетельствăсем панă, вĕсен хушшинче çак организацисене: Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ» бюджет учрежденине «Юхать юхан шыв» вокалпа хореографи композицийĕ» проекта пурнăçа кĕртме, ертÿçи - Ю.В.Ва¬сильев*

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ» автономи учрежденине «Нарспи» - историе упраса хăварни. Чăваш музыка-театр культурин ахах-мерченĕ - XXI ĕмĕр ăрăвне» проекта пурнăçа кĕртме, ертÿçи - О.С.Нестерова*

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин «Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ» патшалăх учрежденине «Çитмĕл пиллĕкмĕш кĕркунне. Искусствăри пурнăç» /Чăваш патшалăх ÿнер музейне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле/» проекта пурнăçа кĕртме, ертÿçи - Т.В.Краснова.

«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче иртнĕ. Кăçал унта Раççей Федерацийĕнчи 27 регионти 29 коллектив тата Беларуçри 1 коллектив, пĕтĕмпе 700 ытла çын хутшăннă. Çавăн пекех уяв мероприятийĕсене Чăваш Республикинчи 200 ытла коллектив /4 пине яхăн çын/ хутшăннă. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăннисен хушшинче пирĕн пата нумай çул килекен коллективсем пур, кусем - Чĕмпĕр облаçĕнчи «Шанăç» халăх ансамблĕ, Карел Республикинчи «Karjala» фольклорпа этнографи ансамблĕ, Киров облаçĕнчи «Слобода» фольклор ансамблĕ, Брянск хулинчи «Бабкины внуки» вырăс юррин ансамблĕ тата ыттисем.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче фестиваль мероприятийĕсем Шупашкар хулинчи 6 концерт лапамĕнче иртнĕ. Фестивале килнĕ хăнасем çак кун Тăвай районĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 2013 çулта Республика кунне уявланă май вăл тĕп мероприятисене ирттермелли ирĕке çĕнсе илнĕ.

 А.ЛЬВОВА

 




Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 июня 2013
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter