"Руç ăстисем" - тараватлă Чăваш Енре

Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе йĕркелекен "Руç ăстисем" конкурс Шупашкарта кăçалхипе вун пĕрмĕш хут иртрĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕн картишĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Кăçал ку конкурса Раççейĕн 15 регионĕнчен - 33, Чăваш Енрен 27 ăста хутшăнчĕ. Мероприятие уçнă май ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, маçтăрсене ăнăçу сунчĕ. Жюри председателĕ - Раççей патшалăх халăх пултарулăхĕн çурчĕн /Мускав хули/ ертсе пыракан специалисчĕ Лидия Семенова конкурс историйĕ пирки кĕскен каласа кăтартрĕ, вăл кăçал "Çăкăр-тăварлă та тараватлă Чăваш Ен" девизпа иртессине пĕлтерчĕ. Çав кунах ăстасен пултарулăхĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ытти хăна пырса паллашрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене декораципе хушма искусствăна, ал ăсталăхне аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, хăйсем мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва вĕрентнĕшĕн тав турĕ.

Тĕрĕçĕсем, пир тĕртекенсем, тăм теттепе пусма пукане тăвакансем, йывăç касса эрешлекенсем, тĕрлĕ капăрчăк хатĕрлекенсем... Пурте маттур та пултаруллă, ĕçĕсем хитре те çыпăçуллă, куçа илĕртеççĕ. Хăш-пĕр ăстапа çывăхрах паллашрăм.

Акă Кубань маçтăрĕ Алла Сухом¬линова пусма татăкĕсенчен тĕрлĕ япала /утиял, сумка, панно/ тăвать. Ку енĕпе 15 çул аппаланаканскер Мускавра, Питĕрте, Суздальте тата ытти хулара йĕркеленĕ конкурссене хутшăннă. Шупашкарта - пĕрремĕш хут. "Питĕ хитре хула, интереслĕ архитектура. Атăл пушшех те илемлетет ăна. Чăваш наци костюмĕ куçа илĕртет", - терĕ вăл. Краснодартан килнĕ Ирина Рощупкина бердо текен пысăках мар станокпа тĕрлĕ пиçиххи тĕртет. "Ак çаксем, тĕрлĕ тĕслисем, Болгарирен, Румынирен куçса килнĕ авалхи славянсен наци атрибучĕсем. Ку пиçиххисенче пуринче те кăвак, симĕс, хĕрлĕ, сарă тĕссем тата хĕрес пулмалла", - ăнлантарчĕ конкурса хутшăнакан¬скер.

Чул хула облаçĕнчи Дивеевăран килсе çитнĕ Наталья Крушинская тăмран тем тĕрлĕ кĕлетке ăсталать. "Параскева" халăх мастерскойне ертсе пыраканскер тăм пирки "вăл манăн юлташ, савăнăç, телей, юрату" тет. Çак туртăм 20 çул каяллах çуралнă унăн. Наталья Григорьевна çемьене, юратăва, йывăçа, вĕçен кайăка тата ытти сăнара калăплать, вĕсене сăрламасть, çут çанталăкра тĕл пулакан тăм тĕсĕсемпе çеç усă курать. Вăл ăсталанă кĕлеткесене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тата чикĕ леш енчи коллекционерсем те туянаççĕ, ытларахăшĕ - Дивеевăри çветтуй вырăнсемпе паллашма килсен. Наталья Крушинская ĕçĕсем Мускаври, Тверьти, Ивановăри, Чул хулари халăх пултарулăх çурчĕсен тата Балашиха музейĕсенче упранаççĕ. Маçтăрăн вĕренекенĕ нумай: вĕсенчен чи кĕçĕнни 3 çулта, чи асли 70-тен иртнĕ. "Шупашкарта хама килти пекех лайăх туятăп. Ку - чи кирли. Çак хула мана ырă çутипе, йăл кулăсемпе тата ĕмĕтсемпе тыткăнларĕ", - сăвăç пекех калаçать Наталья Григорьевна.

Курск облаçĕнчи Леонид Мартыненко - Раççей халăх маçтăрĕ, РФ Художниксен союзĕн членĕ, халăх промыслисен "Артель" шкулĕн директорĕ. Йывăçпа, хулăпа, улăмпа тата чулпа 1990 çултанпа ĕçлет. Маларах Курск облаçĕнчи ÿнер шкулĕнче 20 çул тăрăшнă. Леонид Михайлович улăмран славян мифологийĕн сăнарĕсене ăсталать, йывăçран - тем тĕрлĕ сувенир. Пĕр çулхине фестивале хутшăнакансем валли Курск шăпчăкне /çак вĕçен кайăк тахçантанпах асăннă тăрăхăн чĕрĕ символĕ шутланать/ 200 экземпляр хатĕрлеме тивнине йăл кулса аса илет ăста. Йывăçран питĕ хитре сĕтел-пукан тăвать. Вăл ертсе пыракан шкулта 6 уйрăм иккен, çитĕнекен ăрăва çут çанталăк материалĕсенчен тем те пĕр ăсталама хăнăхтараççĕ. Мартыненко уçнă шкултан пĕтĕмпе 700 ача вĕренсе тухнă. Унта ăсталăхне ÿстернĕ тата халĕ туптакан 303 хĕр ачапа арçын ача кĕпĕрнаттăр стипендине тивĕçнĕ. Вĕсем те, ертÿçĕсем хăйсем те Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкурс¬сене хутшăнса палăраççĕ. Леонид Михайлович Шупашкара мăшăрĕпе Надежда Николаевнăпа килнĕ. Хĕрарăм конкурсра хулăран ывăс - вĕтĕ кукăльсем хумалли - ăсталатчĕ.

Иваново облаçĕнчи Галина Остапьенко декораципе хушма искусство тĕрлĕ тĕсне кăмăллать, уйрăмах - тĕрлеме тата управçă-пукане тума /вăл Христос тĕнне йышăничченхи тапхăрти тетте шутланать/. "Вĕсене ăшă кăмăлĕшĕн, сăнарăн пĕр пĕтĕмлĕхĕшĕн тата ăсталама ансат пулнишĕн юрататăп", - терĕ Васильевское ялĕнчи ремесласен çурчĕн ертÿçи. Галина пире конкурс вăхăтĕнче тума пуçланă пуканене кăтартрĕ. Вăл "Çемьене ача чĕнни" ятлă-мĕн, тăлăхсене усрава илессипе çыхăннă. Çĕр проценчĕпех йĕтĕнрен хатĕрленĕ ăна, тумтирне чăваш тĕррисемпе /мулине çиппе усă курнă/ илемлетнĕ. "Мĕншĕн шăпах чăваш тĕррисемпе?" - тĕлĕнтĕмĕр эпир. Г.Остапьенко пуканене конкурс чĕнĕвĕпе çыхăнтарас тенĕ иккен, "Руç ăстисене" хатĕрленнĕ май чăвашсен йăли-йĕркин, тĕррисен вăрттăнлăхĕсене тĕпчеме пуçланă.

Конкурса хутшăнакан чăваш ăстисен ĕçĕсемпе те кăсăклансах паллашрăмăр. Акă Людмила Козлова пуçа тăхăнмалли наци капăрчăкĕсене ăсталать, тĕрлет. Людмила Балтаева хушпу, мăй çыххи, тевет, яркăч, пиçиххи, сарă, шÿлкеме тăвать. Чăваш хĕрарăмĕсем мĕн авалтанпах çакса çÿренĕ, хÿтлĕхе пĕлтерекен шÿлкеме пирки вăл питĕ тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Владимир Галошев йывăçран телей кайăкне касса кăларать.

Пир тĕртекен станокпа ĕçлекен арçын - Геннадий Степанов - патĕнче чарăнмасăр та чăтаймарăмăр. Пĕлтĕр вăл ку конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă, виçĕм çул Чăваш Ен Пуçлăхĕн гран-прине çĕнсе илнĕ. Геннадий Афанасьевич пир тĕртме ача чухнех амăшĕ тăрăшнипе вĕреннĕ, каярахпа ку ăсталăха татах та аталантарнă. Халĕ çак ĕçе ыттисене те хăнăхтарать. Эпир калаçса тăнă хушăрах Геннадий Афанасьевич патне Шупашкарта пурăнакан икĕ пике пырса тăчĕ, пир тĕртме вĕренмешкĕн ăста патне хăçан килме юранине ыйтса пĕлчĕ.

Конкурсçăсен кăмăлне "Çĕн ял", "Родные просторы", "Кăмăл", "Суварята", "Эревет" ансамбльсем тата ытти коллектив çĕклерĕç. Чăваш Енри фирмăсемпе дизайн-студисем чăваш наци костюмĕсемпе паллаштарчĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 июня 2013
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter