Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн хисеплĕ президенчĕпе Фриц Вендландпа тĕл пулнă

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн хисеплĕ президенчĕпе Фриц Вендландпа тĕл пулнă. Унта ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Алексей Яковлев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн вице-президенчĕ, республикăри каратэ федерацийĕн ертÿçи Вячеслав Тимофеев хутшăннă. Тĕл пулу вăхăтĕнче вĕсем 2014 çулта Шупашкарта Европа чемпионатне ирттересси çинчен калаçнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакан чылай çамрăк физкультурăпа туслине палăртнă. «Каратэпе тата самбопа кăсăкланакан кашни çын спортра палăрать кăна мар, кулленхи пурнăçра та патриот пулса çитĕнет», - тенĕ Михаил Васильевич. Фриц Вендланд Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсенче пулса чăваш халăхĕн хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕннине каланă. Çавăн пекех хăна республикăри спорт инфратытăмĕпе кăмăллă юлнă. Юлашкинчен вĕсем Европа чемпионатне ирттерме Чăваш Ен Правительствинче ĕçлĕ ушкăн йĕркелеме йышăннă.



26 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter