Вăрмар районĕ: Шăхаль кинемийĕ - 100 çулта

Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ,Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтакăн тăлăх арăмĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ А.Иванова çак кунсенче 100 çул тултарчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл тăван хуçалăхра вăй хунă, 4 ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Унăн 12 мăнук, 21 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕсен 4 ачи. Çак паллă кунпа ăна РФ Президенчĕн В.Путинăн, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн саламлă çырăвĕсене Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Семенов вуласа панă, Анна Ивановнăна сывлăх, канлĕ ватлăх суннă.



26 июня 2013
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter