Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ҫамрӑк туссем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх вӑл – ҫынна тӑрӑшса ӗҫлеме, пултарулӑха аталантарма, пӗлӳшӗн ҫунма тата пур енчен те лайӑх пулма ӑнтӑлма, ырӑ ӗҫсем тума па­ракан калама ҫук пысӑк та хаксӑр парне. Пуласлӑх хастар чунлӑ ҫам­рӑк­сен­че, ӗҫрен пӑрӑнман, пурнӑҫра паха опыта ӑша хывса пыракан, аслисене су­ма сӑвакан, таврари ҫынсене хисеплекен, тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан юратакан яш-кӗ­рӗмре.

Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан патшалӑх политики ҫирӗп тӗллевлӗн пурнӑҫланса пырать. Пӗлӳ учрежденийӗсенчен вӗренсе тухакансене ӗҫе вырнаҫтарасси ҫине уй­рӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Хӑйӗн кун-ҫулне общество пурнӑҫӗпе е патшалӑх службипе ҫыхӑнтарас шутлисем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫу­мӗн­че Ҫамрӑксен кадр резервне туса хунӑ, депутатсен пухӑвӗсем ҫумӗнче Ҫам­рӑксен палатисем ӗҫлеҫҫӗ.

Талантлӑ яшсемпе хӗрсене хавхалантарас тӗллевпе кашни ҫулах Ҫам­­рӑксен патшалӑх премийӗсене паратпӑр, пултарулӑхӗпе уйрӑмах па­лӑрса тӑ­ракан ҫамрӑк­семпе студентсем вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятар­лӑ сти­пендийӗсене илсе тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен инновациллӗ тата ва­ри­ативлӑ программисем валли грантсем уйӑратпӑр.

«Пулас лаша тихаран паллă», – теҫҫӗ халӑхра. Эпӗ паянхи ҫам­рӑк­сем аслӑ ӑру ҫӗнсе илнӗ чапа тата та ҫӳле ҫӗклессе, Чӑваш Республикин нумай нациллӗ халӑхӗн культурипе кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене, йӑли-йӗр­ки­не ти­вӗҫ­липе сыхласа упрасса ҫирӗппӗн шанатӑп.

Ҫак ҫутӑ уяв кунӗнче сире нумай-нумай ҫуллӑха ҫамрӑкла маттурлӑх, ҫирӗп сывлӑх, таса юрату, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                   М.Игнатьев

 



26 июня 2013
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter