Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Чăваш Республикинчи вĕрентӳ çинчен калакан саккун проекчĕпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн паллаштарнă. «Палăртнă ĕç хутне ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене тата шкулта вĕрентекенсен ĕçне лайăхлатас тĕллевпе этнокультура, демографи, социаллă экономика аталанăвĕн ылмашĕвĕсене шута илсе çĕнĕлĕхсене кĕртсе хăварма пăхнă. Ĕç хучĕн проекчĕ вĕрентĕвĕн кашни тапхăрне тӳлевсĕр юлассине шантарать», - тесе палăртнă республикăн вĕренӳ министрĕ. 2012-мĕш çулта Чваш Республикинче ĕç вырăнĕсенчи тимлĕхе пăхса тăрассине шута илсе ятарлă йышăну туса хăварнă.  Кăтартăвăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Енре производствăра сусăрланакансен шучĕ чакни паллă. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан - чи ăнăçлисен шутĕнче. Çапах та Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăтартусем лайăххине кура лăпланса лармалла маррине, ыйтăва куçран вĕçертме юраманнине уйрăммăн палăртнă. Ĕç вырăнĕсенче ирттерекен аттестацисен пахалăх шайне çĕнĕ стандартсемпе килĕшӳллĕн çирĕп тĕрĕслесех тăмаллине каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшӳлĕн 2012-мĕш çулта инвестици хывасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă республикăри районсемпе хуласем хушшинче ирттернĕ ăмăртăвăн çĕнтерӳçисене республика бюджетĕнчен укçан уйăрма пăхнă. Министрсем Постановление хапăл тусах йышăннă. Кăçалхи çул ыйтăва татса пама 5 млн. тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчи урăх çурта куçарма уйăрнă укçа тенкĕпе çыхăннă ыйтăва тивĕçлипех хакланă. Чăваш Ен ыйтса çырнă ĕç хучĕ федераци шайĕнче ăнăçлă пурнăçланни çинчен ырă хыпара Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕш тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхĕн реформине тăвас тата ăна тĕпрен çĕнетсе ылмаштарма Фондран 66,8 млн. укçа куçнă. Гражднсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарма -260,5 млн. тенкĕ. Михаил Игнатьев хула влаçĕсене ĕçе тухăçлă та типтерлĕ пурнăçлама хушса хăварнă. Нумай хутлă çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлама подрядлă организацисене суйласа илнĕ чухне  тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă. Республика Правительствин ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



26 июня 2013
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter