Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин 2013-мĕш çулăн 5 уйăхри социаллă экономика кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. 2013-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа май уйăхĕччен ял хуçалăх таварĕсене туса кăларасси, халăхсене тивĕçлĕ пулăшу парасси, ĕç укçипе тивĕçтерессин шайĕ курăмлăнах ӳснĕ.  Çулталăкри плана пăхса хăварнă çурт-йĕрсем хăпартас ĕçе вăхăтра пурнăçлама Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков шантарнă. Чăваш Республикин финанс енĕпе çыхăннă ыйтусен кăтартăвĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Каламасăрах паллă ку енĕпе те кăтартусем хавхалантараççĕ. Патшалăх умĕнчи парăмсене парса татас ĕçе вăхăтра тата тивĕçлипе пурнăçласа пынă. Чăваш Республикин Администраци Ертӳçин çумĕ –Контроль ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова 2012-2013 çулсенче шкулсемпе ача сачĕсене валли апат-çимĕçпе тивĕçтересипе таварсене туянас тесе   бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курнин ыйтăвĕ çинчен чарăнса тăнă. Сăмаха май Шупашкарти вĕренӳ учрежденийĕсенче хăш-пĕр кăлтăксене тупса палăртнине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕрпе транспорт хуçалхĕн министрĕ Михаил Янковский республикăри çул-йĕрсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. 2008-2009 çулсенче 19,9 км урамри çулсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарнă. 2013 çулта 5,2 км çулсене сарма укçа-тенкĕне уйăрнă. Михаил Игнатьев çуллахи вăхăтра çанталăк аван тăнăнине кура кун çутипе туллин усă курса ĕçлеме кирлине палăртнă. Сăмаха май «Раççейри регионсем - тăнăçлăхран аталанасси патне» Шупашкарта иртнĕ экономика форумне 1000 яхăн çын хутшăннине палăртнă.  Республика кунĕнче иртнĕ культура программипе Чăваш Республикин культура министрĕ тĕплĕн паллаштарнă. Мхаил Игнатьев Республика кунĕнче пухăннă хăнасем Чăваш Ен çинчен ырăпа çес асăннине палăртнă. Уяв республикăра пурăнакансен кăмăл-туйăмне хăпартса янă.



26 июня 2013
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter