Вăрмар районĕ: çамрăк вăрманçăсем

Çак кунсенче районта шкул лесничествисен слечĕ иртнĕ. Çак мероприятие район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ, Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти пултарулăх шкулĕ ирттернĕ. Слета районти экологи пĕрлешĕвĕсен делегачĕсем хутшăннă. Мероприяти вăхăтĕнче практикăпа теори енĕпе вăрманçăсен, ботаниксен, зоологсен, гидробиологсен конкурсне ирттернĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул команди (вĕрентекенĕ Н.Кузьмина) мала тухнă.



26 июня 2013
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter