Сывлăх тусĕсем пуçтарăннă

 

Элĕк районĕнчи тĕп вулавăшăн урамри вулав залĕнче «Ÿсен-тăрансем – сывлăх тусĕсем» пĕлÿ сехечĕ ирттернĕ. А.Егорова библиотекарь ÿсен-тăрансене тĕрĕс пухса типĕтмелли, çак ĕçсене хăш вăхăтра пурнăçламалли çинчен каласа панă. Эмел курăкĕсене мĕншĕн пухмалла, вĕсем сиен ан кÿччĕр, усăллă пулччăр – çакăн çинчен те сăмах пынă тĕл пулура. Кунтах «Сиплĕ курăксем» кĕнекесен куравне те йĕркеленĕ. Вулакансем унпа кăмăлтанах паллашнă, курав тавра курăма анлăлатма пулăшнă, эмел курăкĕсене нумайрах пухма хавхалантарнă. Кĕнеке куравĕнчи кăларăмсенче эмел курăкĕсем çинчен туллин çырса кăтартнă. Мероприятие Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекенсем хастар хутшăннă.

Кĕнеке куравĕ çу вĕçленичченех ĕçлет.



26 июня 2013
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter