Шăмăршă районĕ: хĕвел хăпарать тÿпене,вăратать çынсене ирхине

Анат Чаткас ялĕ 1659 çулта пуçланса кайнă, районăн кăнтăр хĕвел тухăçĕнче вырнаçнă. (Çавăнпах Чаткасра хĕвел маларах тухать те ĕнтĕ). Вăл хăйĕн çумне тата пĕр ялпа виçĕ паççулкка пĕрлештерсе ял тăрăхĕн центрĕ пулса тăрать. Шăмăршăран кунта çитес тесен 18 километра хыçа хăвармалла, уй-хирпе лартса ÿстернĕ йывăçсен илемĕпе киленсе пымалла. Анат Чаткас ял тăрăхĕнче 387 хуçалăх шутланать, пурĕ 1031 çын пурăнать. 18-30 çулсенчи çамрăксен йышĕ кунта нумайрах, вĕсем – 243. Аслă ăрурисем вара – 81-90 çултисем, 28-ăн çеç, 91 çултан иртни – 1.

– Качча каякан хĕрсем кăçал темиçе пулчĕç, – пĕлтерет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Петрова. – Авланаканни вара пĕрре, çур çулта пĕр хутчен кăна туй кĕрлерĕ. Аист та пирĕн тăрăха питех вĕçсе килсе савăнтармасть, 5 уйăхра 4 ача çуралнă. Шел, вилекенсем нумайрах. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех 11 çын уйрăлса кайрĕ.

Кунта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕ, çыхăнупа перекет банкĕн уйрăмĕсем, культурăпа кану центрĕ, библиотека, ача сачĕ, чиркÿ, 5 лавкка, фельдшерпа акушер пункчĕ пур. «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çавăн пекех тăватă хресчен (фермер) хуçалăхĕ те малалла пысăк утăмсемпе утăмлать. Паллах, хуçалăхсем те, ял çыннисем те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, çĕр ĕçĕпе аппаланаççĕ.

– Çынсем пирĕн ĕçчен, ĕçрен хăрамаççĕ, – сăмахне малалла тăсать Лариса Николаевна. – Йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакансем, пахча çимĕç туса илекенсем нумайăн. Ашшĕ-амăшĕнчен ĕçе ачисем хăнăхса ÿсеççĕ, вĕсен ырă йăлине малалла тăсаççĕ. Тирпей-илем пирки те манмаççĕ çынсем, хăйсен кил-çурт таврашĕсене тасатсах тăраççĕ. Паллах, кутăнраххисем те пур. Кунашкаллисене темиçе хутчен асăрхаттарма тивет. Масарсене те тасалăхра тытма тăрăшатпăр. Халĕ Хĕрлĕ Васан паççулккинчи масар картине çĕнĕрен тытрăмăр.

Анат Чаткас ял тăрăхĕнче виçĕ паççулкка. Хĕрлĕ Васанта – 35 хуçалăх, 56 çын, Максим Горькийĕнче – 10 хуçалăх, 29 çын пурăнать. Хайпăла паççулккинче вара пĕр хуçалăх шутланать. Вĕсенче те пурнăç малаллах, хăй еккипех шăвать. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем пурăнаççĕ вĕсенче. Акă Хĕрлĕ Васанта 30 çула çитичченхисем – 22-ĕн, Максим Горькийĕнче 8-ăн пропискăра тăраççĕ. Апла пулсан вĕсен малашлăхĕсем пĕтнĕ тесе калама иртерех-ха, паççулккасенчи çуртсенчен халех тĕтĕм тухма пăрахать темелле мар.



27 июня 2013
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter