Хаçат-журнал вулатăн – пурнăçран юлмастăн

ЫРĂ кăмăллă та тарават çынсем вăй хураççĕ Анат Чаткасри çыхăну уйрăмĕнче. Г.Тихоновапа Г.Фадеева килĕрен-киле куллен хаçат-журнал валеçеççĕ. Ырă хыпарлă çырусене, переводсене, пенси укçисене яланах вăхăтра çынсем патне çитереççĕ. Ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçаççĕ вĕсем. Хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе те питĕ лайăх ĕçлеççĕ.

Галина Тихонова Анат Чаткасри çынсене савăнăç валеçет. Почтальонра вăл 1987 çултанпа тăрăшать. Çил-тăман-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и – Галина Николаевнăшăн пур пĕрех. Хăйĕн ĕçне вăхăтра пурнăçлама вĕреннĕскершĕн нимĕнле чăрмав та çук. Зинаида Исаева, Мария Синелева, Николай Ухорский, Анатолий Юманов, Анатолий Юнкеров, Леонид Нянин унăн участокĕнчи чи хастар хаçат çырăнакансем, вĕсем 3-4 экземпляртан сахал çырăнмаççĕ.

Галина Фадеева вара Тури Чаткас урамĕсем тăрăх çÿрет. Хăшĕн-пĕ-рин хаçат-журналне ешчĕке чиксе хăварать, теприсене алăранах тыттарать. Ăшпиллĕ почтальона кунта йыттисем те палласа çитнĕ ĕнтĕ, вĕрсе сас параççĕ те кайса выртаççĕ. Г.Фадееван Максим Горькийпе Хĕрлĕ Васан паççулккисене те çитмелле. Унти почтальонăн ĕç вырăнне кĕскетнĕрен паççулккасене Галина Николаевнăн çÿреме тивет. Вăл та Ирина Ильина, Лариса Нитусева, Надежда Ухтиярова хастар хаçат çырăнакансем тесе палăртрĕ.

– Эпĕ çыхăну уйрăмĕнчи почтальонсемпе чăннипех те мухтанатăп, – пĕтĕмлетрĕ Анат Чаткасри çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Надежда Юнкерова. – Пĕр-пĕринпе килĕ-штерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Çынсем почтальонсем çинчен усал сăмахпа асăннине пĕрре те илтмен.

Анат Чаткас ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта, «Шăмăршă хыпарне» 163 çемье çырăнса илет. Çак хисепе иккĕмĕш çур çулта та чакармастпăрах тесе çирĕплетрĕç почтальонсем. Çаплах пултăрччĕ те. Ку хыпар пире те савăнтарать.

А.МИХАЙЛОВ.



27 июня 2013
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter