Аталанма пулăшĕ

Михаил Игнатьевпа Георгий Полтавченко Çурçĕрти тĕп хулара, Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕн картинче, ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Санкт-Петербург Правительстви 2013-2014 çулсенче суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăçпа культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве, ăна пурнăçламалли плана алă пуснине «Хыпар» пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енпе Санкт-Петербург регионсен хушшинчи экономика çыхăнăвне тĕреклетме, сывлăх сыхлавĕпе çынсене пурнăç йывăрлăхĕнчен хÿтĕлес тĕлĕшпе пĕрле килĕштерсе ĕçлеме, çамрăксен политики, физкультура, спорт, туризм енĕпе пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме палăртнă.

Енсем харпăр хăй шайĕнче Санкт-Петербургпа Чăваш Енре хуçалăх тытса тăракан субъектсен хушшинче суту-илÿ йĕркелеме тата ăна сарма май туса парĕç. Тавар туса кăларакансене тата производство-техника тĕллевĕллĕ, халăх куллен туянакан таварпа, апат-çимĕçпе, ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерекенсене хăйсен умĕнчи тĕллеве пурнăçлама пулăшĕç.

«Юлашки çулсенче Петербургпа Чăваш Ен çыхăнăвĕ хăйĕн тухăçлăхĕпе, ăнăçлăхĕпе палăрма тытăнчĕ. Çĕнĕ килĕшÿ ăна упраса хăварма кăна мар, сарма та май тăвĕ», - тенĕ Çурçĕрти тĕп хула кĕпĕрнаттăрĕ Георгий Полтавченко. Петербургра чăвашсен куллен ĕçлекен ярмăрккисене уçассине ырланă.

Санкт-Петербург администрацийĕн служби пĕлтернĕ тăрăх - Нева хĕрринчи хулара Чăваш культурăпа ĕç центрне уçасшăн. Кĕпĕрнаттăр шухăшĕпе, вăл чăваш предприятийĕсен продукцине сутма витĕм кÿрĕ. Çавăн пекех Георгий Полтавченко Чăваш Ен предприятийĕсене кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен Петербургри инноваци форумне хутшăнма йыхравланă. Пĕр-пĕрин хушшинчи культура çыхăнăвĕ пуррине палăртнă.

- Пирĕн хулара чăвашсен Çĕнĕ çулне, ытти праçникне çуллен уявлаççĕ. Петербург çыннисем вĕсене ырă кăмăлпа тата кăсăкланса хутшăнаççĕ, - палăртнă кĕпĕрнаттăр. - Ку - лайăх йăла. Пĕр-пĕрин культурипе паллаштарни - пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпир аслă çĕр-шывра пурăнатпăр. Ăна тĕпчесе вĕренме вăхăт.

 В.НИКОЛАЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 июня 2013
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter