Элĕк районĕ: çурт-йĕр лартма – социаллă пулăшу

Район администрацийĕнче ялта пурăнма çурт-йĕр лартмашкăн кăмăл тунисене савăнăçлă лару-тăрура социаллă тÿлев свидетельствисене пачĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ А.Куликов çак хаклă хута «Агромир» тулли мар яваплă общество трактористне Владислав Митрофанова тата Элĕкри 1-мĕш номерлĕ ача-пăча садĕнчи кĕçĕн воспитателе Елена Семеновăна тыттарчĕ. Иккĕшĕ те вĕсем федерацин «Яла 2013 çулччен социаллă аталану кÿмелли» тĕллевлĕ программипе иртнĕ мероприятисене хутшăннă. Свидетельствăсене панă май, Александр Николаевич çакăн пек социаллă тÿлевсем ялта ĕçлесе пурăнакан çемьесемшĕн пысăк пулăшу пулса тăнине палăртрĕ. Кăçалхи çул федерацин тĕллевлĕ программипе 2 граждана свидетельствăсем панă. Пĕтĕмĕшле хакĕ – 1044,9 пин тенкĕ.



28 июня 2013
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter