Л. Сергеев профессор Патшалăх премине тивĕçрĕ

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Л.П. Сергеев «Чувашский язык: диалектологический аспект. Том 1, 2» (Шупашкар: Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, 2008) кĕнекешĕн Чăваш Республикин 2012 çулхи патшалăх премине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ку кĕнекере Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен пуплевĕн уйрăмлăхĕсене тишкернĕ, диалектологи карттипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Кĕнекере учёнăйăн нумай енлĕ ĕçĕн чи кăсăкланса тунă пайне пĕтĕмлетнĕ теме пулать, мĕншĕн тесен Леонид Павлович ăслăлăх çулне диалектологирен пуçланă, хăйне яланах диалектолог тесе шутланă.

Диалектолог ĕçĕ – чи йывăр ĕç, мĕншĕн тесен яланах вĕçĕмсĕр çÿревре пулмалла, пур çĕрте те çынсемпе калаçмалла, çынсен калаçăвне итлеме тата илтме пĕлмелле, калаçнине çырса илме ĕлкĕрмелле, мĕн çисе ăçта выртса-тăрса пурăнас пирки те шухăшламалла. Тĕпчевçĕ йывăрлăхсенчен хăраман, çанталăк юрлă е çумăрлă пулнине пăхман – район хыççăн района кайнă, ял хыççăн яла утнă. Кутамккара куллен кирлĕ япаласем пулнă, алăра – пăт ытла  таякан магнитофон.

Учёнăй хăй ĕçне аслă шкулта вĕренекенсене, шкулта чăваш чĕлхипе ĕçлеччĕр тесе пысăк программа тунă, ăна чăвашсем пурăнакан ялсене пĕтĕм Раççей çĕрĕпе салатнă. Тĕпчевçĕ программипе ĕçлекен кашни чăвашран каярахпа тăван ял калаçăвĕпе кăсăкланманни никам юлмарĕ теме юрать.

Кĕнекепе тĕпчевçисем кăна мар, ытти тĕрĕк чĕлхеçисемпе финн-угр чĕлхисен тĕпчевçисем те уса курма пултараççĕ, мĕншĕн тесен кунта тăван чĕлхемĕрĕн тата кÿршĕллĕ халăхсен чĕлхин тытăмне, историне, халăхсен кун-çулне ăнлантармалли нумай-нумай материал тупма пулать. Чăваш диалекчĕсене пĕлни пире литература чĕлхине пăхăнса калаçма тата çырма пулăшать.

Учёнăй тĕрĕк чĕлхеçисенчен чи малтан чăваш чĕлхин диалектологи карттине тунă. Ку картта, шел те, тĕрлĕ сăлтава пула (Совет Союзĕ арканни, укçа-тенкĕ çитменни т.ыт.те) паян кунччен те пичетленсе тухман. Апла пулин те ку ĕç те халăх вуламалла пуласса шанатпăр. 

 Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



28 июня 2013
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter