100 яшпа хĕр альма-матерпа сыв пуллашрĕ

Çĕртме уйăхĕ уявсенчен çав тери пуян. Çимĕк, Республика кунĕ, Акатуй, ун хыççăн - Çамрăксен уявĕ. Вĕсемпе пĕр çыхăрах шкулпа, аслă вĕренÿ заведенийĕпе сыв пуллашакансен савăнăçлă каçĕсем. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕ умĕнче кăçал диплом илекенсенчен 100 çамрăка «Чи лайăх выпускник - 2013» свидетельство парса чысларĕç. Çак пулăмран Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика Правительствин пысăк йышĕ те айккинче юлмарĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧПУ ректорĕ, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Всеволод Агаков кăвак мантиллĕ каччăсемпе хĕрсенче регионăн сулмаклă малашлăхне кураççĕ.

Ĕнерхи 100 студент - альма-матерăн чи пултаруллă яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ. Вĕсем тĕрлĕ енĕпе - ăслăлăхра, спортра, культурăра, общество пурнăçĕнче - сатурлăхпа палăрнă. Ĕнер кăна тенĕ пек ЧПУ картлашки çине хăюсăррăн пуснăскерсем паян акă - хăйсем суйланă специальноçпа диплом илнĕ.

- Эсир халĕ Раççейĕн чăн-чăн гражданĕсем. Чи лайăххисен шутне ытахальтен кĕртмен сире: кашниех çак ята мĕнле те пулин çитĕнÿшĕн тивĕçнĕ. Умăрта - çутă пуласлăх. Малашне те сирĕнпе мăнаçланатпăр, аталанма чарăнмасса шанатпăр, - терĕ университетпа сыв пуллашакан маттур çамрăксене В.Агаков.

Унăн сăмахне малалла тăсса республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла палăртрĕ:

- Бизнес, общество, влаç органĕсен сирĕн пек пултаруллă çамрăксене тухăçлă ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ майсем туса памалла. Хăй суйланă професси анинче кашниех паха кăтартусемпе вăй хурасси ертÿçĕсенчен те килет. Стоматологсенех илер-ха акă: республикăра паян вĕсем мал курăмлă çул-йĕрпе ăнтăлса пыраççĕ. Шăл сиплеме пирĕн пата Мускавран та килеççĕ. Чи кирли - клиентсене пирĕн ентешсен пулăшăвĕ тивĕçтерни. Паллах, хаксем пысăк пулманни те пĕлтерĕшлĕ.

М.Игнатьев, Республика кунне халалланă тĕрлĕ пулăма, тĕл пулăва хутшăнса пушанса та ĕлкĕрейменскер, çĕнĕ каçалăк умĕнче тăракан çамрăксене халăхăмăр ĕлĕкренех ĕçченлĕхпе уйрăлса тăнине аса илтерчĕ, çакăн пирки хăнасем тĕлĕнсе те ăмсанса каланине кăмăлтан пĕлтерчĕ. Пултаруллă ывăлсемпе хĕрсем çитĕнтернĕшĕн вĕсен ашшĕ-амăшне ырă сăмахсем калама та манмарĕ.

Выпускниксен ячĕпе Алиса Тихонова сăмах илчĕ. Тăвай енĕн хастар хĕрĕ университет тăван кил пекех ăшă, вĕрентекенсем çывăх çын пекех пулнине палăртрĕ. Çамрăксен аталанăвĕшĕн тăрăшнăшăн выпускниксем Чăваш Ен Пуçлăхне, ректора тав туса ЧПУ символикине сăнланă сехетсем асăнмалăх парнелерĕç.

Ирина ИВАНОВА

 



28 июня 2013
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter