Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва пухăннисене вăл Мускавра çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче федераци министрĕсемпе тĕл пулни çинчен пĕлтернĕ. Уйрăммăн илсен, Раççей Федерацийĕн финанс министрĕ Антон Силуанов çирĕплетнĕ тăрăх - çур çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе бюджет сферин уйрăм категорийĕсен ĕçченĕсене ĕç укçине ӳстерме палăртнă хушма укçа-тенке уйăрĕç. РФ экономика аталанăвĕн министрĕпе Андрей Белоусовпа çитес вăхăтра вăл Чăваш Ене килессине, «Трактор завочĕсем» концерна кĕрекен предприятисем малашне ĕçлессине, çавăн пекех Етĕрнери спирт заводне çĕнĕрен хута ямалли мерăсене сӳтсе явнă. Раççей энергетика министрĕпе Александр Новакпа республикăра сертификацин тата электротехника продукцине тĕрĕслемелли федераци центрне е филиалне йĕркелесси пирки килĕшсе татăлнă. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Раççей Патшалăх Канашĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ӳстерессине халалланă. Ларăва хăй те хутшăнни çинчен пĕлтерсе М.Игнатьев Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче РФ регионĕсен хушшинче тивĕçлĕ курăннине палăртнă. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче республика тĕрĕс çулпа пырать. Çапах та шалти çивĕч ыйтусем пур - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче пирĕн тӳрĕ мар кăмăллă организацисенчен çирĕпрех ыйтмалла. Вĕсен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче уçăмлăх кирлĕ, йĕркене пăснă, пулма пултаракан тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларма мĕн пур мелпе усă курмалла», - палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх регионсене ишĕлме пултаракан çуртсенче пурăнакан граждансене куçармалли ĕçсем валли хушма 57,4 млрд тенкĕ уйăрма палăртасси çинчен каланă. ЧР строительство министрĕ Олег Марков 2013 çулта халăхăн социаллă ушкăнĕсене пурăнмалли çурт-йĕр парас енĕпе республикăри адреслă программăсене тата граждансене ишĕлме пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçарас тĕлĕшпе регионăн адреслă программине пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - ЧР вăрман фончĕн çĕрĕсен территорийĕнче вырнаçнă вăрмансене пушартан сыхламалли ĕçсене туллин тата планпа килĕшÿллĕн туса ирттернĕ. ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников республика Универсиада çулăмĕн çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче иртекен эстафетине йышăнма хатĕр пулни çинчен каланă. Халăх йышлăн хутшăнакан ăмăртусем иртнĕ май республика Пуçлăхĕ хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмаллине уйрăммăн палăртса каланă.

 



03 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter