Шăмăршă районĕ: халăхсем килĕштерсе пурăнаççĕ

Ял тăрăхĕнче Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам (162 ача вĕренет), Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп (52 вĕренекен) шкулсем, «Туслăх» (25 ача) тата «Хĕвел» (10 ача) ача сачĕсем, пĕтĕмĕшле врач практикин çемье офисĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, культурăпа кану центрĕ-сем, çыхăну уйрăмĕ, ветерансен (ватăсен) çурчĕ, чиркÿ, икĕ мечĕт, «Искра» ял хуçалăхпа производство кооперативĕпе акционерсен хупă «Мир» общество, 9 лавкка вырнаçнă.

– Çамрăксем те сахаллăн мар пирĕн, – каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Сайфутдинов. – 14-30 çулсенчи 271 хĕрпе каччă пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисене, конкурссене хутшăнаççĕ, ĕçре те маттур. Çамрăк çемьесем, ялсенчех тĕпленекенсем пурри савăнтарать. Ун йышшисем – 42-ĕн.

Çар ретне çурхи призывпа 13 каччăн тăмалла. Вĕсем хăйсене килтен инçетре пулсан та лайăх енчен кăна кăтартасса шанать ял-йыш.

Апла пулсан ял тăрăхĕн малашлăхĕ пурри сисĕнет. Çамрăксем ялтах юлнин тепĕр сăлтавĕ – кунта çуртсене шыв кĕртни. Республикăри «Таса шыв» программăна чи малтан пурнăçланă Палтиелсем.

Ялсенче тирпейпе илем хуçалантăр тесе те сахал мар тăрăшаççĕ. Шел, хăш-пĕр çынсем çакăн çине алă сулаççĕ. Хăйсен кил-çурт таврашĕнчи тасамарлăха тасатмаççĕ.

– Тăтăшах субботниксем йĕркелетпĕр, – сăмахне малалла тăсать Кешафетдин Кераметдинович. – Масарсене тасататпăр, урамсене тирпейлетпĕр. Халĕ вĕлтĕрен-эрĕм, хупах питех çÿллĕ ÿсмен-ха. Ытла хăрушă вырăнсемех çук. Каярах вара çакна пĕтерес тесен татах та тăрăшарах ĕçлеме тивет. Çум курăк çывăрмасть-çке. Çынсен те хăйсен кил-çурт таврашĕнче ашкăрма пуçланă курăка çийĕнчех лăскаса е çулса пăрахмалла, ял тăрăхĕнче вăй хуракансем пырса асăрхаттарасса, туса парасса кĕтсе лармалла мар.

Ялсенче пурăнакансем çĕр ĕçĕпе аппаланаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Хушма хуçалăха аталантарас кăмăллисем те йышлăн. Шел, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен шучĕ чакса пырать. Маларах 19 хуçалăх пулнă пулсан халĕ 8 кăна юлнă. «Искра» ял хуçалăхпа производство кооперативĕ- пе акционерсен хупă «Мир» общество та тырă-пулă çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕ-рлĕх тытаççĕ.

– Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе лайăх ĕçлетпĕр темелле, – пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. – Палтиелĕнче виçĕ çĕнĕ çурт çĕклесе лартрăмăр. Вĕсенче тăлăхсем пурăнма пуçланă та ĕнтĕ. Вĕсене эпир пур енлĕн пулăшатпăр, тимлĕхсĕр хăвармастпăр.

Шел пулин те, ял тăрăхĕнче куçа курăнакан çитменлĕхсем те пур. Палтиелĕнчи Совет Союзĕн Геройĕн В.И.Уруков ячĕллĕ урамра асфальтлă çул çук. Çак урам – чи вăрăмми. Кун пеккисем татах та пур. Пĕтĕмĕшле илсен вара Палтиелĕнче – 46 процент, Патирекре 70 процент асфальтлă çул. Ыттисенче хăçан пулассине те пĕлеймеççĕ.

Палтиел ялĕ çумĕнчи шыв управĕ кунти тавралăха илем кÿрет. Вăл тинĕс пек сарăлса выртать. Анчах унта пыракан-çÿрекен çынсен хăйсене мĕнлерех тытмалли çинчен манса каймалла мар. Ăçта килнĕ çавăнта вараламалла мар, çÿп-çап пăрахмалли контейнер патне çитме ан ÿркенĕр. Паллах, шыв çинчи асăрханулăх пирки те манса каймалла мар. «Шывăн турачĕ çук», – тенине асрах тытмалла.

– Юлашки вăхăтра çак илемлĕ тăрăха ют регионсенчен те çынсем иленни курăнать. Çакă сехĕрлентерет. Темĕнле шухăшлă çын та пур: пурин ăсне те пĕлсе пĕтерейместĕн. Çавăнпа та сире шиклентерекен çынсене асăрхарăр пулсан, ним тăхтаса тăмасăр кун пирки кирлĕ çĕре пĕлтерĕр. Эпир хамăр енчен те ку енĕпе сахал мар ĕçлетпĕр, – асăрхаттарать Кешафетдин Кераметдинович.

– Пирĕн тăрăхра тăватă наци çынни пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерни, пĕр- пĕрне пулăшса пыни савăнтарать. Тутарсемпе чăвашсем пĕр-пĕрин патне хăнана та çÿреççĕ, туй-çуйра пĕрле савăнаççĕ, виле çинче те пĕрлех хурланаççĕ, – чунне уçрĕ К.Сейфутдинов.

Çапла пурăнаççĕ Палтиелсемпе Патирексем. Ĕçре вĕсем авăнаççĕ, уявра – савăнаççĕ. «Нумай та пĕтет, сахал та çитет» тесе пĕчĕккĕн пусса пырса малалла аталанаççĕ кунта. Йывăрлăхсене парăнтарма, çивĕч ыйтусене çийĕнчех татса пама тăрăшаççĕ.

Кĕске справка. Палтиел ял тăрăхĕ район центрĕ-нчен 10 километрта вырнаçнă. Кунта пурăнакансем Чăваш Республикин тĕп хулине Шупашкара çитес тесен – 162, Канаш хулинчи чугун çул станцине çитме 86 километр хыçа хăвармалла. Пĕчĕк ял тăрăхĕ тесе калаймăн ăна, икĕ ялтан тăрать. Пурĕ 795 хуçалăх шутланать, вĕсенчен 657-шĕнче (Палтиелĕнче – 486, Патирекре – 171) пурăнаççĕ. Вĕсенче 2139 çын (Палтиелĕнче – 1558, Патирекре – 581) кунпа çĕре ылмаштарать. Чăвашсем, тутарсем, ирçесем, вырăссем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

 



03 июня 2013
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter